Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çак уяв умĕн яланах хамăрăн тăван тавралăха илем кÿрес ĕçсем туса ирттеретпĕр: килте, урамра, ялта йĕрке тăватпăр. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлнипе, тирпейленнипе çут тĕнче татах та илемленет. Çавăнпа пĕрлех пирĕн те чун-чĕре шанăçпа-ĕмĕтпе тулать: тата та лайăхрах пурăнас килет, тата та тăрăшарах ĕçлес килет.
Пирĕн Муркаш районĕн çыннисем яланах ĕçченлĕхпе палăрнă. Ку вăл паян та çаплах. Ахальтен мар ĕнтĕ Муркаш районĕ мĕн йĕркеленнĕренпех республикăра ырă ятлисен шутĕнче.
Малашне те пирĕн пĕр-пĕрне ăнланмалла, пулăшмалла, район аталанăвĕшĕн пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Вара район та пуянлансах, хитреленсех пырĕ, хамăрăн пурнăç та тулăхрах та ăнăçлăрах пулĕ.
Сирĕн пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Çурхи кăмăл пурăнма, ĕçлеме хавхалантартăр. Килте те, ĕçре те йăлтах йĕркеллĕ пултăр. Ĕмĕтленни çитсе пытăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен районти
Пухăвĕн Председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики