16:03 28 апреля 2017 г.
Ыран эпир Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Кăçал Чăваш Республикин гербне, гимне тата ялавне официаллă майпа çирĕплетнĕренпе 25 çул çитет.
Чи малтан вара республикăн хăйĕн патшалăх символĕсем - герб тата ялав - пуррине Чăваш АССР-ĕн 1926 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче йышăннă Конституцийĕнче çирĕплетнĕ.
1992 çулхи апрельте Чăваш Республикин Аслă Канашĕ конкурс ирттерсе тата халăхпа анлă сÿтсе явса республикăн хальхи гербĕпе ялавне йышăннă, çавăн пекех патшалăх гимне çирĕплетнĕ.
Чăваш Енĕн хальхи ялавĕн, гербĕн тата гимнĕн право статусне Чăваш Республикин 1997 çулхи «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем çинчен» Саккунĕпе çирĕплетнĕ. Саккунăн 1-мĕш статйинче çапла çырса хунă: «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - Чăваш Республикин халăхĕн пуянлăхĕ, унăн чи пысăк хаклăлăхĕсем, вĕсене патшалăх сыхлать тата хÿтĕлет».
Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне Чăваш Республикин Президенчĕн 2004 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнчи 24-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ çинчен» Указĕпе тата Чăваш Республикин 2004 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи 1-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ çинчен» Саккунĕпе çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин патшалăх ялавне чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ икĕ тĕсĕпе - сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссемпе ÿкернĕ. Сарă тĕс - пĕтĕм тĕнчене пурнăç парнелекен Хĕвел тĕсĕ. Йăмăх хĕрлĕ тĕс - чăвашсен чи анлă сарăлнă тĕсĕсенчен пĕри. Ăна халăх тĕррин тĕп пайĕ тесе хаклама пулать. Ялавăн çÿлти пайĕ Чăваш Ен халăхĕ пурăнакан хутлăха пĕлтерет. Аялти йăмăх хĕрлĕ пайĕ - чăваш çĕрне. Ялав варринче авалхи чăвашсен «Пурнăç йывăççине» тата «Виçĕ хĕвеле» вырнаçтарнă.
Республикăн патшалăх гербĕ çинче те çав тĕссемпе тата символсемпе усă курнă. Герба ылтăн тĕслĕ хăмла çулçисемпе тата пучахсемпе, ылтăн саспаллисемпе «Чувашская Республика» тесе çырнă йăмăх хĕрлĕ, хĕррисемпе ылтăн тĕслĕ девиз хăйăвĕпе кăшăлланă. Герб тăрринче йăмăх хĕрлĕ тĕспе тĕрленĕ «Виçĕ хĕвел» эмблемине вырнаçтарнă. Герб варринче - «Пурнăç йывăççи». Ялавпа герб авторĕ - Э. Юрьев.
Чăваш Енĕн гимнĕн никĕсне «Тăван çĕршыв» юрра хывнă. Унăн кĕввине Г. Лебедев композитор, сăмахĕсене И. Тукташ çырнă.
Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне халалласа çак кунсенче республикăра та, вăл шутра районта та тĕрлĕрен мероприятисем сахал мар пулса иртрĕç. Вĕсем вĕçленмен-ха. Акă апрелĕн 27-мĕшĕнче Чăваш наци библиотеки пуçарнипе республикăри мĕнпур хулапа районта «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» ятпа библиотека диктантне ирттерчĕç. Муркашсем те диктант çырма активлă хутшăнчĕç.
Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне халалласа паян Муркашра «Сывлăх» ФСК умĕнче «Республика символĕсем - халăх символĕсем» ятпа уяв меропритине йĕркелерĕç. Пухăннисене республика символĕсем 25 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕ, пултарулăх ушкăнĕсем чăваш-юрри кĕввине шăрантарчĕç. Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем «Сывлăх» ФСК умĕнчи тÿремре йĕркеленсе тăрса хĕрлĕ тата сарă хут листисенчен Чăваш патшалăх ялавĕ çинчи Пурнăç йывăççине сăнларĕç.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии