Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăнкун савăнăç çеç кÿтĕр

11:48 14 апреля 2017 г.

 

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мăнкун уявне ирттернĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Республикăра пурăнакансенчен ытларахăшĕ православи тĕнне тытать. Çавăнпа та Мăнкун уявĕнче чиркÿсене службăна каякансем йышлă пулаççĕ. Республика Пуçлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисене терроризмла пулăмсенчен асăрхаттарс тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Чăваш Республикипе Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пысăк чиркÿсенче металл тупма палăртакан рамăсем вырнаçтараççĕ. Çавăнпа та чиркĕве пыракансен службăна маларах çитме тăрăшмалла.

- Ку пирĕн хăрушсăрлăхпа çыхăннă, уява пыракансем çакна тĕрĕс ăнланасса шанатпăр, - тенĕ Шупашкар тата Чăваш епархийĕн протоиерейĕ Сергей Пушков.

Мăнкун – уявсен уявĕ. Кашни ĕненекеншĕн вăл пысăк праçник. Çак савăк уяв пире савăнăç çеç кÿтĕр. Çапла пултăр тесен пурин те сыхлăха ÿстермелле.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика