Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ» ятпа иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ

16:25 15 марта 2017 г.

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш поэзийĕн улăпĕ, Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ (1967), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомол премийĕн лауреачĕ (1969), СССР писателĕсен Союзĕн членĕ (1934) П. П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ» ятпа пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Конференци ĕçне тĕрлĕ ăслăлăх тата вĕренÿ организацийĕсен ĕçченĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче Муркаш район шкулĕсенче ĕçлекенсем  те. А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Марсович Степанов «Петĕр Хусанкай пултарулăхне чăваш чĕлхиллĕ шкулсен аслă класĕсенче вĕрентесси», Муркаш шкулĕнчи Интатьева Людмила Семеновнăпа Ястребова Наталия Ивановна «Петĕр Хусанкай пултарулăхне 21 ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕрентнин малашлăхĕ» темăсемпе тухса калаçрĕç

 Пĕтĕмлетÿллĕ пĕрлехи лару ĕçне СССР халăх артистки, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Вера Кузьминична Кузьмина çитни пурне те савăнтарчĕ. Вăл «Тилли юррисем» ярăмри сăвăсене вулани пурин чунне те тыткăнларĕ.

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика