Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче информаци кунĕ иртрĕ

16:01 15 марта 2017 г.

Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче ку хутĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «Васкавлă медицина пулăшăвĕн республика станцийĕ» бюджет учрежденийĕн Шупашкар хулинчи Мускав районĕнчи 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ Владислав Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Тарасова, районти пушар хуралĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕн тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн аслă инспекторĕ Олег Баскаков пулчĕç. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе  Анатолий Лаптевпа  вĕсем Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ район больниципе поликлиникинче, Андрей Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курчĕç, коллективсемпе тĕл пулса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусем пурте паянхи кунпа çыхăннăскерсем. Çурхи кунсем çитсе килнĕ май çĕр ĕçченĕн ака-сухана та хатĕрленес пулать, çурхи ейÿ тапхăрне те йĕркеллĕ ирттерсе ямалла, юр ирĕлнĕ май çиеле тухакан çÿп-çапне пуçтарса территорисене те хăт кĕртмелле. Кунпа пĕрлех пушартан асăрханасси пирки те манма юрамасть. Çулталăк пуçланнăранпа икĕ уйăх ытларах кăна иртрĕ пулин те, ирĕке кайнă вут-çулăмра çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те районта пур ĕнтĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусенче кун йĕркинчи темăсемпе Владислав Иванов тĕплĕн паллаштарчĕ. Лилия Тарасова районти лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Олег Баскаков вара пушартан асăрханассипе туса ирттермелли ĕçсем пирки каласа пачĕ.

Шкулти учительсен коллективĕпе тĕл пулнă май вĕренекенсен çемйисене кайса çÿрессин ыйтăвне хускатрĕç. Вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра хăш-пĕр çемьесенче лару-тăру йĕркеллех мар. Кирлĕ воспитани илсе ÿсеймен ачасем те пур. Кун пеккисене учета илнĕ. Ун пек çемьесене яланах тимлĕхре тытас пулать. Учительсемшĕн, обществăлла формировани представителĕсемшĕн ăнăçлă мар çемьесене кайса çÿресси чăрмавлă пулмалла мар.

Ял çыннисен чылай хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра вуншар çул каялла карнă кивĕ электропроводкăпа усă кураççĕ. Вĕсене ун чухне кам мĕнле пĕлнĕ çавăн пек карнă тесен те тĕрĕсех. Анчах та вăхăт улшăнать. Паянхи куна илес пулсан, килĕрен тенĕ пекех йăлара усă куракан электроприбор вуншар. Проводка çине лекекен нагрузка та ÿсет. Çакă вара пушар тухассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та электропроводкăна улăштарас шухăшлисене Олег Баскаков çак ĕçе специалистсене кăна шанма сĕнчĕ.

Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ район больницинче пулса курма кăмăллă пулчĕ. Унччен ветерансемпе инвалидсен уйрăм çуртĕнче пурăннисем валли халĕ кунта больницăн пĕрремĕш хутĕнче вырăн уйăрса панă, пурăнмалли пÿлĕмсем йĕркеленĕ. Хÿтлĕхе тивĕçлисем кунта хăйсене чăннипех те хÿтлĕхре туяççĕ: ăшă, таса, тирпейлĕ. Пластик çÿречесем вырнаçтарнă.

Больница заведующийĕ Юрий Трофимов та кăмăллă. «Унччен пулсан ватă çынсен кулинарине кайса килме çывăхраччĕ. Халĕ вара медицина пулăшăвĕ алă айĕнче темелле. Юн пусăмне виçтерес пулсан та ватă çынсен тепĕр хута кăна улăхмалла. Нимĕнле васкавлă пулăшу служби те кирлĕ пулăшупа пирĕнни пек хăвăрт тивĕçтереймест. Ватă çыншăн вара ытларах чухне медицина пулăшăвĕ юнашарх пулни пĕлтерĕшлĕ», - тет вăл. Кунта пурăнакансем те Юрий Михайловичăн сăмахне çирĕплетеççĕ.

Паянхи куна кунта ватă çынсемпе инвалидсем 21 çын. Кÿршĕ районсенчен те пур. Кунта вĕсем телевизор пăхма та, хаçат-журнал вулама та пултараççĕ. Информаци кунĕн шайĕнче республика, район хыпарĕсемпе паллашма вĕсене кăмăллă пулчĕ. Çитменнине пушар е ытти инкек пулсан тивĕçлĕ службăсемпе епле çыхăнмалли, кĕсье телефонĕсемпе усă курса банк карттисем çинчи укçа-тенкĕне çаратакансенчен епле сыхланмалли пирки ирттернĕ калаçу ахăртнех ватăсемшĕн усăллă пулчĕ.

Хăйсем пурăнакан вырăнти территорие тасатса тирпейлессинчен ватă çынсем те айккинче юлма шухăшламаççĕ. Юр кайса пĕтсен больница территорине хăт кĕртме, клумбăсене чечексем лартса илемелетме шантарчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика