Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль-конкурс Оринин ял тăрăхĕнче

16:04 03 марта 2017 г.

 

Муркаш районĕнче çулсеренех иртсе пыракан «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль-конкурс  малалла  пырать.  Кăçал ăна  Экологи тата Атте–Аннен ҫулталăкне халалланă.  Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче эстафетăна  Оринин ял тăрăхне кĕрекен художество пултарулăх ушкăнĕсем  йышăнчĕç.

 Орининти культура çуртне пухǎннисем ку хутĕнче халăх»  ятне тивĕçнĕ   «Орин ен» - ветерансен халăх хорĕ (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров),  Мулкачкасси клубĕ çумĕнче йĕркелленнĕ «Пучах» (ертўçи-Надежда Кондукторова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ) тата Атапай клубĕ çумĕнчи   «Сурпан» (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Родион Петров) ушкăнсен пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Муркашран ятарлă комисси те палăртнă вăхăта килсе çитрĕ.

Пултаруллăх коллективĕсем курма килнĕ çынсене  концертăн çĕнĕ  программипе паллаштарчĕç. Концерт программи тĕрлĕ юрǎ-кĕвĕпе, ташǎсемпе, шÿтсемпе пуян пулчĕ. Куракансем вара кашни коллективах ăшшăн кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарчĕç.

Жюри председателĕ  Елена Геннадьевна Чернова  курава пĕтĕмлетнĕ май,  Оринин ял тăрăхĕнчи артистсене тав сǎмахĕ каларĕ, малашне те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе  савăнтарма вǎй-хǎват, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

 

 

 

Орининское сельское поселение Моргаушского района

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика