Муркаш районĕнче çулсеренех иртсе пыракан «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль -конкурса Москакасси ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем çав тери тĕплĕн хатĕрленчĕç.
Кăçалхи çул концерта «Экологи» тата «Атте–Аннен» ҫулталăкне халалласа хатĕрленчĕç пултарулăх ушкăнĕсем. Москакасси ял тăрăхĕнче çак фестивале виçĕ ушкăн хутшăнма кăмăл турĕ.
Рыкакасси клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслăх» пултарулăх ушкăнĕ, Москакасси культура Çурчĕ çумĕчи «Шураппа» фольклор ушкăнĕ тата «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ. Паллах, çак ушкăнсене хак пама районтан хаклă та сумлă тӳресем килсе çитрĕç.
Çавăн пекех Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Матросов та хутшăнчĕ çак фестивале. «Чечеклен, юратнă Муркаш Ен!» фестиваль – конкурса халалласа, Уйкас Хачăк ялĕнче çуралса ӳснĕ Анна Васильевна Брагина (Парандеева) ӳнерçĕ, «Çутçанталăк тасалăхĕпе илемлĕхне» халалласа ӳкернĕ илемлĕ картинисемпе зала илем кĕртрĕ.
Малтанах сцена çине «Туслăх» ушкăн тухрĕ. Вĕсем уява «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх юррипе пуçларĕç. Юрă хыççăн юрă шăратрĕç. Венера Акимова вуланă «Оплачено стаканом молока» сăвва хумханмасăр итлеме май килмерĕ. Куракансем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Ертсе пыракансем сцена çине Ивановка ялĕнче пурăнакан Николай Краснов поэта йыхравларĕç. Вăл куракансене хăй шăрçаланă «Атте – Аннесене» халалласа çырнă сăвăсене вуласа пачĕ. Сăмах май каласан, çак маттур та пултаруллă сăвăçăн нумаях пулмасть иккĕмĕш сăвă кĕнеки халăх патне тухма пултарчĕ.
Сцена çине «Шураппа» фольклор ушкăнĕ çĕнĕ чăваш çипуçĕсемпе тата килте пĕçернĕ тутлă апат-çимĕçпе тухса тăрсан, сцена тата та ытларах çуталса кайрĕ. Вĕсен илемлĕ çипуçĕсем асамат кĕпернех аса илтерчĕç. «Шураппа» ушкăн Москакасси ял тăрăхĕнчи юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕ. Ертсе пыракан Софья Ершова кашни юрă-кĕвĕ умĕн авалхи чăваш халăх йăли йĕрки пирки тĕплĕн паллаштарчĕ. Паллах, ку куракансемшĕн çав тери интереслĕ те кăсăклă пулчĕ.
Çак ушкăна çӳрекен Елена Пушкина ĕлĕкхи юрра пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла шăрантарчĕ. Тата тепĕр санăçлă самант пулса иртрĕ. Шăпах, вăл çак çурхи кун 85 çул тултарчĕ. Çак ятпа «Шурапрпа» ушкăн тав сăмахĕ каласа чечек çыххи парнелерĕ юбиляра.
Юлашкинчен, Вера Беспалова балалайкăпа выляса Шураппасене ташша йыхравларĕ. Куракнсем вĕсене алă çупса хавхалантарса тăчĕç.
«Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ «Туслăх çыххи» юрăпа ташă кăшăлĕпе шыв юххи пек тухрĕ сцена çине. Вĕсем юрласа ташланă кашни номерех залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Чăнах та кăçалхи çул сцена çине çĕнĕ программăпа тухрĕ «Шуçăм» ушкăн. Вырăс халăх «Летят утки» (a - capello) юррине хор мăнаçлăн юрласа пачĕ.Çак юрра юрланă чух залра ларакансем шăп кăна ларчĕç. Юрлакансене Радимир Семенов çав тери тĕрĕс ертсе пычĕ. Кăçалхи çул Шупашкарта Пĕтĕм Раççĕйри «Талантсен калейдоскопĕ» иккĕмĕш фестиваль – конкурса хутшăннă «Шуçăм» пултарулăх ташă ушкăнĕ, 2-мĕш тата 3-мĕш степенлĕ лауреачĕ, куракансене тĕрлĕрен илемлĕ ташăсемпе тыткăнларĕ.
Уйрăмăн юрлакан Евгений Тимофеева, Дарья Макаровăна тата Раиса Олангинăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç куракансем. «Ăсатса яр тăван» юрăпа ташă сюитипе «Шуçăм» пултарулăх ушкăнĕ концерт программине мăнаçлăн вĕçлерĕ. Сцена юрлакансемпе тата ташлакансемпе тулса ларчĕ.
Юлашкинчен сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Матросов улăхрĕ. Вăл малтанах пурне те çурхи уяв ячĕпе тата çывхарса килекен мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Çак фестивале хутшăннă пур ушкăна та чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ. Çакăн пек пултаруллă ушкăнсене ертсе пыракансене тата артистсене ăшшăн тав турĕ. Зала илемлĕ картинăсемпе хăт кĕртнĕшĕн, А.В.Брагинăна тав çырăвĕ парса чыс турĕ. Татах та нумай илемлĕ картинăсем ӳкерсе халăха савăнтарма ăнăçу сунчĕ.
Москакасинское сельское поселение Моргаушского района