09:18 03 марта 2017 г.
Педагогикăра тата методикăра çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртас, вĕсен творчествăллă ĕç опытне халăх çине кăларас, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен педагог профессийĕн хисепне тивĕçлĕ шая çĕклес, ик чĕлхелĕх, тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕн концепцийĕ тата ФГОС стратегине тĕпе хурса пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртас тĕллевпе Шупашкар хулин вĕренÿ институтĕнче пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен «Уçă урок – 2017» республикăн пиллĕкмĕш фестивалĕ хăй ĕçне пĕтерчĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 15, вырăс шкулĕнчен 15 учитель хутшăнчĕ. Конкурса Йĕпреç, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Тăвай, Вăрнар, Шупашкар районĕсенчи вĕренекенсем хутшăнчĕç. Муркаш район чысне Ярапай шкулĕнчи Дмитриева Алевтина Геннадьевна, Шатракасси шкулĕнчи Вишнёва Ольга Александровна тата А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнчи Степанов Александр Марсович хÿтĕлерĕç.
Фестивале салам сăмахĕпе филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова уçрĕ, учительсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн вĕсенчен кашни ответлă пулнине туйса тата тимлĕрех ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивальте ăнăçу сунчĕ.
Вĕрентекенсен харпăр хăй опычĕпе паллаштарчĕ, ĕçтешĕсен урокĕсене сÿтсе яврĕç. Сÿтсе явăва хутшăннисем фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç.
Фестивале хутшăннисене пурне те сертификат пачĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем фестиваль дипломне тивĕçрĕс. Призёрсен хушшинче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче ĕçлекен Степанов Александр Марсович пулчĕ. Саламлатпăр ăна, татах та çитĕнÿсем утма ăнăçу сунатăр.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии