Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Афганистан – халăх асĕнчех

11:24 27 февраля 2017 г.

Нарăс уйăхĕн 15- мĕшĕнче Афганистанра пулнă Совет Çарĕн чаçĕсене каялла илсе тухнăранпа 28 çул çитрĕ. Çак куна халалласа нарăсăн 22- мĕшĕнче Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем воин-интернационалистсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Савăнăçлă тĕл пулăва шкул директорĕ  Л.А.Иванова  уçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, телей, çирĕп сывлăх сунчĕ.      Хорнуй ял тăрăхĕн специалисчĕ Н.К. Сергеева та воин-интернационалистсем ячĕпе сăмах тухса каларĕ.

Малалла вара афганецсене сăмах пачĕç. Платкасси ялĕчи А.Н.Иванов, Мăн Шаптакра çуралнă, халĕ Муркашра пурăнакан С.В.Андреев, Шупашкарта пурăнакан А.И. Касьянов,Çурлатринчи  В.Г.Максимов çар службине тепĕр хут аса илчĕç, пĕрле пулнă юлташĕсем çинчен, сăртлă-туллă вырăнсем, алла пĕрремĕш хут пăшал тытса курни, вăрçăри йывăр самантсем çинчен каласа пачĕç.  Кăкăр çинчи медальсем вара, паллах,  ĕнерхи салтаксене Афганистанра хамăр çĕршывăн интересĕсене хỹтĕленĕ кунсене аса илтерсех тăраççĕ. Çав вăхăта паян та пĕр хурланса, пĕр савăнса аса илчĕç вĕсем.  "Çарта çуралнă туслăх - чи çирĕппи", -  теççĕ арçынсем. Çак шухăша хирĕçлеме май çук, мĕншĕн тесен арçынсем салтакран килсен те пĕр-пĕринпе çыхăну çухатмаççĕ, час-часах тĕл пулаççĕ.Афган вут-çулăмĕ витĕр тухнисем уявсенче çеç мар, спорт мероприятийĕсенче те пĕрле пулма тăрăшаççĕ.

 Шкулта вĕренекенсене  спортпа туслă пулма, дисциплинăна çирĕп пăхăнма, ĕçе юратма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнчĕç, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулма сунчĕç аслă юлташĕсем.       Шкул ачисемшĕн те çак тĕл пулу ахаллĕн иртмерĕ пулĕ тетĕп.

Шкул ачисем те парăмра юлмарĕç. Хаклă хăнасене  вĕренекенсем тата  «Хаваслă кĕвĕсем» ансамбле, «Шăпăрлансем»  ташă ушкăнне çÿрекенсем юрă-ташăпа саламларĕç. Асăнмалăх шкул коллективĕ афганецсене парнесем парса чысларĕ, пурте пĕрле сăн та ÿкерĕнчĕç.

 

 

Ю. Евстафьева, Тойкилтĕ шулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика