Уявра Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи ал ăстисен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ выставкăпа, шкулăн музей кĕтесĕнче упранакан паха экспонатсемпе паллашма май килчĕ. Савăнăçлă лару-тăру вĕренекенсен тата вĕрентекенсен хитре юррисемпе, ташă ушкăнне çÿрекенсен илемлĕ ташшисемпе, янкăс саслă ачасем вулакан сăвăсемпе, пултаруллă «артистсем» лартнă инсценировкăпа пуянланчĕ. Зоя Герасимова тата Анна Андреева хăйсен уçă сассисемпе уява илемлетрĕç. Хăнасем шкул кун-çулĕпе çыхăннă буклета тата значока тивĕçрĕç. Шкул юбилейне хатĕрленнĕ чух Смирнов А.В., Никоноров А.В., Платонов В.Г., Ядыков В.П., Жуков В.В., Кондратьева Т.П., Яковлев Л.М. пысăк пулăшу кÿнĕ. Уявăн илемлĕх ертÿçи Романов В.А., ташăсене лартаканĕ Лоцманова М.А., сценари авторĕ Димитриева А.Г. пулчĕç. Юбилей каçĕ пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.
Моргаушский район Чувашской Республики