Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района - председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем района

10:34 09 февраля 2017 г.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

2017 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче пирĕн Муркаш районĕ 73 çул тултарать. Районăн çуралнă кунĕ вăл – районти кашни çыннăн уявĕ.  Ăна  йĕркелесе ярса малалла аталантарнă ветерансене эпир яланах асра тытатпăр. Вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Паян эпир вĕсен ĕçне малалла тăсса, района малалла аталантарас тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Муркаш районĕн çыннисем яланах çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă, тылра вăй хунă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçă хыççăн район экономикине малалла аталантарнă. Çынсен пурнăç условийĕсене  лайăхлатас тесе тăрăшнă. Çине тăрсах çулсем тунă. Çĕнĕ фермăсемпе комплекссем, машинăпа трактор паркĕсем те, çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем те, культура учрежденийсемпе больницăсем те, ытти социаллă объектсем те районта пурăнакансем тăрăшнипех пĕрин хыççăн тепри çĕкленнĕ. Ялсене çутçанталăк газне кĕртессипе тимленĕ.  Çулсерен улшăнса, çĕнелсе, çирĕпленсе, тĕрекленсе   пынă районăмăр.

Районăн 73 çулхи тапхăрне куç умне кăларсан, çирĕппĕнех çапла калама пулать: сехал мар тунă çак хушăра тăван Муркаш Ен малашлăхĕшĕн район çыннисем. Паян та Муркаш районĕ республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Иртнĕ çул районăмăр ял хуçалăхне аталантарассипе республикăн çурçĕр районĕсем хушшинче 3 вырăн йышăнма пултарчĕ. Уйкас Янасал ял тăрăхĕ 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕлтĕр 1100 çын таран пурнакан ял тата хула тăрăхĕсем хушшинче 2 вырăна тухрĕ.

Районти кашни отрасль йĕркеллĕ аталанса пырать. Кашни ĕç коллективĕн, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансен, ял ĕçченĕсен, ветерансемпе çамрăксен тÿпи пур унта.  

Хаклă ентешĕмĕрсем! Малашне те аталану çулĕпе пĕрлех, пĕр шухăшлă пулса, пĕр ĕмĕт-тĕллевпех утасчĕ. 2017 çул - çĕршывра Экологи çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Ача амăшĕпе ача ашшĕн çулталăкĕ. Пирĕн пурин те çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас тесе, тăван тавралăха татах та илемлĕрех те тасарах тăвас тесе пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлемелле.

Пурсăра та Тăван Муркаш районĕ 73 çул тултарнă ятпа саламлатпăр. Пархатарлă ĕçшĕн, район аталанăвĕшĕн вăй хунăшăн чĕререн тав тăватпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, çитĕнÿсем пĕрин хыççăн тепри килсех тăччăр. Уяв ячĕпе пурне те!

 Район пуçлăхĕ-депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                              И.В. Николаев

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                               Р.Н. Тимофеев

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика