Январĕн 30 – мĕшĕнче тури чăвашсен музейĕнче Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Геройне, Кашмаш ялĕнче çуралнă Николай Валерьевич Смирнова халалланă «Паттăрсен чапăпе мăнаçланатпăр» асăну каçĕ иртрĕ.
Асăну каçне халăх йышлăн пухăнчĕ. Муркаш шкулĕнче вĕренекен 8 – мĕш класри кадетсемшĕн асăну каçĕнче тĕслĕх илмелли çынсем сахал мар пулчĕç. Вĕсен йышĕнче инçетри Афганистан çĕршывĕнче тĕрлĕ тапхăрсенче çапăçнă интернационалист – салтаксем: Владислав Скворцов, Валерий Максимов, Петр Ботников тата Сергей Черкашин.
Владислав Скворцов Николай Смирновпа кÿршĕре выляса ÿсни çинчен аса илчĕ. Кайран вара Шупашкар хулине куçса кайни çинчен пĕлтерчĕ. Вăхăт çитсен ытти яш пекех вăл çар ретне тăнă. Унтан таврăнсан вара вĕсене каллех пĕрле тĕл пулма тÿр килнĕ. Пахчана тухса пĕрле нумайччен калаçса ларнă вĕсем, хĕсметри пурнăçа аса илнĕ, малашнехи пурнăç çинчен калаçнă. «Вăрçăра нумаях çапăçса курма тÿр килмерĕ», - тенĕ Коля Владислава. Тен çавăнпа пулĕ 1994 çулта çар ĕçне контракт мелĕпе тăсассине пĕлтерчĕ тесе малалла калаçăва тăсрĕ Владислав Скворцов.
Валерий Максимов Афган вăрçинче 22 уйăх хушши çапăçни çинчен пĕлтерчĕ. «Вилĕм çинчен шухăшламан ун чухне, шухăшлама вăхăчĕ те пулман. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласси çинчен кăна шухăшласа. Атте – анне çинчен час-часах аса илеттĕмĕр, çыру çÿрететтĕмĕр, анчах пурне те çырса пĕлтермен», - тесе малалла тăсрĕ калаçăва Валерий.
Сергей Черкашин хăйĕн калаçăвне çĕршыв тĕрекĕ, унăн пуласлăхĕ пирĕнтен кашнинченех килнинчен пуçларĕ. Хăй Афганистан çĕршывне мĕнле майпа лекни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, кăштах шÿтлесе те илчĕ. Çамрăк ăрăва спортпа туслă пулмалли çинче чарăнса тăчĕ, анчах та вĕренÿ яланах малти ретре пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ.
Петр Ботников вара 8 – мĕш класра вĕренекен маттур яшсемпе хĕрсене хăйсен малашлăхне çĕршыва сыхлас ĕçпе çыхăнтарма сĕнчĕ. «Паттăрлăха вара мирлĕ пурнăçра, ĕçре, вĕренÿре кăтартасчĕ», - терĕ интернационалист – салтак.
Паян – ыран Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен ретне тăракан, салтак ятне илтме хатĕрленекен каччăсене интересли сахал мар каласа пачĕç вĕсем. Аслă юлташĕсем вĕрентсе калани яшсемпе хĕрсен асĕнче яланлăхах юлчĕ пулĕ тесе шутлатпăр. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсессе, вĕсем те çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласса шансах тăрас килет.
Çапла мăнаçлă та савăнăçлă, çав хушăрах пулнипе малашлăха çыхăнтаракан лару – тăру хуçаланчĕ Тури чăвашсен музейĕнче.
Анчах, шел пулин те, Николай паян пирĕн хушăмăрта çук, аякри Таджикистанри хĕрÿ çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Пурăннă пулсан вара чăвашăн мухтавлă ывăлĕ 50 çул тултарнă пулĕччĕ те...
Музея пухăннисем «Гордимся славою героя» электронлă презентаципе тата Чăваш наци радиовĕ хатĕрленĕ «Çĕнтерÿ салтакĕсемпе ачисем» ятлă передачăн пĕр пайĕпе паллашма пултарчĕç. Çав передачăра Николай Смирновăн амăшĕ Тамара Леонидовна хăйĕн паттăр ывăлĕ çинчен çапла аса илет:
- Хăюллă та харсăрскерччĕ, Коля. Ача садне леçнĕ чухне пĕччен çÿресшĕнччĕ. Хамах тетчĕ, мана йытăсем тивмеççĕ. Çемьере Коля чунтан кĕтнĕ пĕрремĕш ача пулнă. Хăюллă пулнă вăл. Нихăçан пуç усман, йывăрлăхсем умĕнче пăрăнман. Çитĕннĕçемĕн ашшĕ – амăшĕшĕн пулăшакан, шăллĕшĕн хÿтĕлевçĕ тата канаш паракан шутланнă. Тусĕсем те хисепленĕ Смирнова: яланах пулăшма хатĕрришĕн, юлашки çăкăр чĕллине çурмалла пайланăшăн. Учительсем вара ăна тÿрĕ те ырă кăмăлĕшĕн , савăнăçлă та çухалса кайманшăн хисепленĕ.
Смирновсен çемьинче ачисене пĕчĕклех тÿрĕ кăмăллă, çирĕп пулма вĕрентнĕ.
«Аннеçĕм, эпĕ сана тата Тăван çĕршыва кăна кирлĕ» - тенĕ шÿтлесе час – часах Коля амăшĕпе иккĕшĕ юлсан.
Вăхăт çитсен ытти яш пекех вăл çар ретне тăрать. Тепĕр çултан шăпа ăна Афганистан тăрăхне илсе çитерет. Кунта ăна отделении командирĕ пулма шанаççĕ. Çар ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа, паттăрлăхпа палăрать. Хăй тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван тăрăха таврăнать. Анчах та вăл 1994 çулта çар ĕçне контракт мелĕпе тăсассине пĕлтерет. Вăрăм çула тухиччен, тăван кил – йышран уйрăличчен вара Коля: «Мама, если погибну – героем погибну. Да нет, пошутил я», - тесе сывпуллашать. Чăваш çĕрĕнчен уйрăлса Таджикистана çитет. 1994 çулхи çурла уйăхĕн 18 – мĕшĕнче патшалăх чиккине ирсĕрле тапăнакансенчен хÿтĕлесе ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Çапла, Николай Смирнов кĕçĕн сержант хăйсен ушкĕнĕ каялла тухнă чух пĕр – пĕччен хÿтĕлеме юлнă. Афган моджахечĕсем тата таджик оппозицийĕ тапăнса кĕнĕ вăхăтра – виçĕ талăкра – Тург тĕвĕ çинче, çиччĕн вилнĕ. Вĕсем хушшинче – пирĕн ентеш, Кашмаш каччи Николай Смирнов.
Чăваш каччисенчен Коля Смирнов Раççей Геройĕн ятне пĕрремĕш илме тивĕçнĕ.
Моргаушский район Чувашской Республики