Сывлăхпа спорт кунĕнче пирĕн районти ял тăрăхĕсенче те спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Москакасси ял тăрăхĕнче шăматкун районти черетлĕ йĕлтĕр трассине савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.
Çакăнпа пĕрлех кунта пĕрремĕш массăллă ăмăрту иртет - йĕлтĕрçĕсем çĕнĕ йĕлтĕр йĕрне тĕрĕслĕç.
Шкул ачисен массăллă старчĕсем вăтам тата аслă сыпăкра уйрăммăн иртĕç. Аслă ÿсĕмрисем те, кам кăмăл тăвать - пурте, йĕлтĕр сырса старта тухма пултараççĕ. Асăрхаттару - пурин те врач çак старта хутшăнма ирĕк панине çирĕплетекен справка пулмалла.
Мероприятие 11.00 сехетре пуçлама палăртнă. Çитсе курма, хутшăнма та тăрăшăр.
Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансене аса илтерсе хăваратпăр: сире В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнче Муркашра тата Калайкасси шкулĕ çывăхĕнчи йĕлтĕр йĕрĕсем те кĕтеççĕ.
Çак кунах «Сывлăх» спорт шкулĕнче хĕрарăмсем волейболла выляса ăмăртаççĕ.
Моргаушский район Чувашской Республики