Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Упӑте çулĕнчен- Хĕрлĕ Автан çулне…

16:18 03 января 2017 г.

 

     Упӑте çулĕнчен - Хĕрлĕ Автан çулне кĕтсе илнĕ майӑн Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансем тĕрлĕрен хаваслӑ уявсем туса ирттерчĕç. Уявра Упӑтене ӑсатса Хĕрлĕ Автана кĕтсе илчĕç.

    Декабрĕн 30-мĕшĕнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре 40 çултан иртнисем валли культура Çуртĕнче хаваслӑ уяв ирттечĕç культура ĕçченĕсем. Пухӑннисемпе тĕрлĕрен вӑйӑсемпе конкурсем туса ирттерчĕç. Паллах, вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике те саламлама манмарĕç. Юлашкинчен хӑйсем пĕçерсе килнĕ тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйланчĕç.

    Декабрĕн 31 – мĕшĕнче кӑнтӑрла тата каçхине ашшĕ-амӑшĕсемпе ачисем уява пуçтарӑнчĕç. Вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламласа тĕрлĕрен вӑйӑсем выляттарчĕç, юрӑсем юрлаттарчĕç, сӑвӑсем калаттарчĕç. Ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем çак конкурсене хаваспах хутшӑнчĕç. Вĕсене вара Хĕл Мучи парнесем парса чыс турĕ. Костюмсем тӑхӑннисене асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчĕç. Паллах,чи хаклӑ парнене Хĕрлĕ Автан тивĕçрĕ.

    Çурçĕр иртсен культура Çуртне халӑх йышлӑ пухӑнчĕ. Хаваслӑ кĕвĕ çеммипе хавхалансах ташларĕç пухӑннисем. Кунта та вĕсемпе культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен хаваслӑ вӑйӑсем туса ирттерчĕç.

   Çавӑн пекех январĕн 2-мĕшĕнче Муркашра «Чӑвашра канма вӑхӑт» ятпа хаваслӑ уяв ирттерчĕç. Çак уявра районти чылай культура Çурчĕсенчи пултарулӑх ушкӑнĕсем асамлӑ юмахри сӑнарсемпе халӑха савӑнтарчĕç. Чи асамлӑ сӑнар вара – Хĕрлĕ автан малти вырӑнта пулчĕ.

   Москакасси культура Çуртĕнчи ĕçченсем те аякка тӑрса юлмарĕç çак уявран. Вĕсем Хĕрлĕ Автана кĕтсе илнине халалласа пĕчĕк юмахпа куракансене савӑнтарчĕç. Асамлӑ юмах сӑнарĕсенче çаксем пулчĕç: Хĕл Мучи - П.Лебедева, Юр Пике-Г.Голубева, Вупӑр карчӑкĕ-С.Николаев, Хĕрлĕ Автан-Р.Семенов тата кĕçĕн Юр Пике - Д.Макарова.

   Питех те хаваслӑ тата асамлӑ Çĕнĕ Çул уявĕсем, ачасемшĕн те аслисемшĕн те.

   Апла пулсан, Хĕрлĕ Автан 2017-мĕш çулта пурне те ӑнӑçу кӑна кÿтĕрччĕ.

     Москакасси культура Çучĕн ертÿçи Г.Голубева

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика