Çĕнĕ 2017 çулта та пирĕн ĕмĕт-тĕллевсем пĕчĕк мар. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесе сирĕнтен кашниех хăвăртан килнине тăвасса эпир шансах тăратпăр. Малашне те хамăр пурнăçа лайăхлатассишĕн пĕрле пĕр тĕллевлĕн ĕçлесчĕ.
2017 çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулать. Çавăнпа та пирĕн çитес çулта тăван яла, унăн кашни урамне, тăван района тирпей-илем кĕртес тесе тата та тăрăшарах ĕçлемелле. Ĕçпе те, чунпа та таса пулма тăрăшмалла пирĕн.
Чăваш Республикинче çитес çул Ача амăшĕпе Ача ашшĕн çулталăкĕ пулать. Çакă ахальтен мар. Ача мĕнле çын пулса ÿсесси йăлтах çемьерен пуçланать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин хăйĕн РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнче те шкулсенче тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех ачасем тÿрĕ кăмăллă, чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çавăнпа та пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалли çинчен яланах асра тытасчĕ.
Пурне те сире çĕнĕ 2017 çул тата çывхарса килекен Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Çемйĕрсенче яланах юрату, килĕшÿпе тулли пурнăç хуçалантăр. Ĕçĕрсем вара ăнсах пыччăр. Ĕмĕтĕрсем çитсех пыччăр. Ачăрсем савăнтарсах тăччăр. Турри сирĕн умран, сирĕн çывăх çыннăрсен умĕнчен инкек-синкеке сирсех пытăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики