Тепĕр çул Ашшĕ-Амӑшĕн тата Экологи çулталӑкĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Килес çул шкул ачисемпе, ял халӑхĕпе тĕрлĕрен интереслĕ ĕçсем туса ирттересси çинчен каласа пачĕ Г.Голубева.Юлашкинчен ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ Ҫул уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ.
Ачасене Çĕнĕ Çула кĕтсе илме культура Çурчĕ умĕнче Хĕл Мучи тата Юр Пике кĕлеткисене ӑсталама йыхравларĕ. Чи маттур ачасене вара, Çĕнĕ Çула кĕтсе илнĕ чух хаклӑ парнесем парса чысласси пирки пĕлтерчĕ. Сцена çине малтанах шкулта вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç. Вĕсем пурне те уяв ячĕпе илемлӗ юрӑсемпе саламларĕç. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑранчĕ. Куракансем вĕсене илемлĕ юрӑсемшĕн тӑвӑллӑн алӑ çупса тав турĕç.
Шкулти организатор М.Васильева та ачасене вĕçленсе пыракан çул ячĕпе тата культура Çуртĕнче ĕçлекенсене те çулталӑк тӑршшĕпех ачасене тĕрлĕрен юмахсем тата киносем кӑтартнӑшӑн тав сӑмахĕ каларĕ. «Малашне те. çакӑн пек килĕштерсе пурӑнасчĕ» - терĕ. Ун хыççӑн сенкер экран çинчен ачасем «Вовочка» кинона кӑмӑлласах пӑхрĕç.
Интереслĕ киношӑн культура Çуртĕнче ĕçлекенсене тав сӑмахĕ каласа, килĕсене хавас кӑмӑлпа саланчĕç.
Каçхине вара тахçанах пурте юратма ĕлкĕрнĕ «Девчата» кинона кӑмӑллакансем, культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. «Нумай хутччен курнӑ пулин те, çак кинона татах пӑхас килет»-терĕç курма килекенсем.
Чӑнах та çак интереслĕ кино нихӑçӑн та йӑлӑхтарма пултараймасть çав, ӑна пӑхас та пӑхас килет. Кино пĕтсен, чылайччен сÿтсе яврĕç куракансем хӑйсем килĕштернĕ фильм пирки. Пĕчĕк хĕр Тося, мĕн тери ӑслӑ, маттур та пултаруллӑ. Хӑйĕнчен тӑрӑхланӑ каччӑна та хӑйĕн пултарулӑхĕпе, çирĕплĕхĕпе тата тутлӑ апат-çимĕҫĕпе хӑйне юраттарма пултарать. «Çак маттур хĕр пултарулӑхĕпе, вӑрманта ĕçлекенсем хушшинче туслӑх тени, çав тери çирĕпленсе те вӑйланса пырать»-терĕç куракансем килелле утнӑ майӑн.
Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева
Моргаушский район Чувашской Республики