Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Волейбол ăмăртăвĕ

10:07 20 декабря 2016 г.

Пирӗн районта физкультурӑпа спорта аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Акӑ, шăмат кун, раштав уйăхĕн вун çиччĕмĕшĕнче, Тойкилтĕ шкулĕн спортзалĕнче 35 çултан аслăрах хĕрарăмсен командисем хушшинче  шкулӑн Кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ пулчӗ.  Пӗлтӗр пуҫласа янӑ ҫак ӑмӑрту кӑҫал та ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Шкул администрацийӗ ханасене хапӑл тусах йышӑнчӗ.

Пухăннисене шкул директорĕ Л.А.Иванова, Хорнуй ял тарăхĕн пуçлăхĕ М.В.Колесникова уявпа саламласа пурне те ăнăçу сунчĕç.  Ҫакнашкал ӑмӑрту йӗркелесе хӗрарӑмсем пурне те ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑрса хӑварчӗҫ. Ăмăртăва йĕркелеме пулăшнă спонсорсене тав сăмахĕ каларĕç.

Волейболистсен çивĕч кĕрешĕвĕнче Оринин шкулĕн команди пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ, дипломпа куçса çурекен кубока тивĕçрĕ. Хорнуй ял тăрĕхĕн команди иккĕмĕш , Тойкилтĕ шкулĕн команди виççĕмĕш вырӑнсене пайларӗҫ. Уйрăм участниксем те грамотăсемпе парнесем илме пултарчĕç. Волейбол ăмăртăвĕ питĕ хаваслă иртрĕ, хутшăнакансен, куракансен кăмăлне те хăпартрĕ. Хӑнасем ӑмӑртӑва йӗркелекенсене, ертсе пыракансене, спонсорсене, вӗри апатпа сӑйлакансене пурне те тав сӑмахӗ каларӗҫ.

                                                                    Евстафьева Ю.Н.     Тойкилтӗри тӗп шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен

 

 
 

Хорнойское сельское поселение Моргаушского района

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика