Чи малтанах Надежда Шандимирован «Янтуш хунавĕсем» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Автор кĕнекене вырăнти çыравçăсен хайлавĕсемпе пĕрле шкул ачисен ĕçĕсене те кĕртнĕ. «Эпĕ Янтуш хунавне ачасенче куратăп. Çав хунава пĕтме памалла мар», - тет кун пирки хăй кĕнеке авторĕ.
Надежда Шандимирова çитес вăхăтра тепĕр кĕнеке кăларма хатĕрленет. Унта, хăй каланă тăрăх, уроксемпе тĕрлĕ мероприятисен сценарийĕсем кĕреççĕ.
Презентаци хыççăн кĕнеке авторĕ «Янтуш хунавĕсем» тата маларах кăларнă «Çунса курмасăр вут мĕнне пĕлмерĕм» кĕнекисене районти ача-пăча библиотекине 3-шер экземпляр парнелерĕ.
Иртнĕ çул ял тăрăхĕсенче ЧНК районти уйрăмĕн вырăнти Канашĕсене йĕркеленĕччĕ. Кун йĕркинчи 2-мĕш ыйтупа шăпах вĕсен ĕç-хĕлне тишкерчĕç.
Юнкă ял тăрăхĕнчи Канаш ертÿçи Н. Шандимирова кăçал вырăнта Чăваш чĕлхи кунне питĕ анлă ирттернине палăртрĕ. Çавăн пекех - Микулна уявне те. Кунта ял уявĕсене те вырăнти Канаш хутшăннипе питĕ лайăх хатĕрленсе ирттереççĕ.
ЧНК районти уйрăмĕн Москакасси ял тăрăхĕнчи Канашĕн ертÿçи Галина Голубева ял тăрăхĕн территорийĕнче иртекен мĕн пур уяв чăвашла иртнине, унта ачасем те, çитĕннисем тем хаваспах хутшăннине палăртрĕ.
Пуçтарăннисем тата ача сачĕсенчи ачасене валли чăвашла юрăсен пуххине кăларсан аван пулмалине палăртрĕç. Ку ĕçре Москакассинчи ача сачĕн музыка ертÿçи Вера Макарова пулăшасса шаннине пĕлтерчĕç.
Орининти ял тăрăхĕнчи Канаш ертÿçи Екатерина Захарова каланă тăрăх, кунти Канашра ытларах вĕрентекенсемпе воспитательсем. Çакă вырăнта иртекен мероприятисене ачасене ытларах явăçтарма май парать.
Ларăва пуçтарăннисем çитес çул Чăваш Наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата унăн вырăнсенчи Канашĕсем ирттеркен мероприятисенче хамăр районти паллă çынсем çинчен ытларах каласа памалли, вĕсемпе паллащтармалли çинчен каларĕç.
Çак шухăш çав тери тĕрĕс пулнине ЧНК районти уйрăмĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн ертÿçи Галина Борисова та çирĕплетрĕ. «Паллă çынсем çинчен ытларах каласа памалла. Çавăн пекех хамăр ĕçре халăх педагогикине те тĕпе хумалла», - терĕ Галина Захаровна. Çавăн пекех 2017 çул республикăра Ача амăшĕпе ача ашшĕ çулталăкĕ, Раççейра Экологи çулталăкĕ пулнине шута илсе, пур мероприятисене те ашшĕ-амăшĕсене ытларах явăçтарма кирлине палăртрĕ. Çавăн пекех Тăван тавралăха хÿтĕлес тема та малти выоăнта пулмалла.
Ларура ЧНК районти уйрăмĕн 2017 çулхи ĕç планне йышăнчĕç. Уйрăм ертÿçи Наталия Николаева çитес çулхи ĕçре паян панă сĕнÿсене пурне те шута илессине палăртрĕ.
Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.
Моргаушский район Чувашской Республики