17:06 01 декабря 2016 г.
Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕн çумĕ Оксана ПОПОВА:
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путинин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕнче çĕршыв аталанăвĕн тĕп саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Мана вара, медицина сферинче ĕçленĕ май, пирĕн ĕç пирки каланă самантсем ытларах кăсăклантарчĕç. Медицинăра татса паман ыйтусем пуррине палăртрĕ президент. Вĕсем черетсемпе, пациента ячĕшĕн кăна тимлĕх уйăрнипе, врачсем хут ĕç ăшне путнипе тата вĕсен ăсталăхĕ çителĕксĕррипе çыхăннине каларĕ В. Путин. Çакна май врачсен хут ĕçне чакарассипе, вĕсен ăсталăхне ÿстерме ятарлă вĕренÿ йĕркелемелли çинче чарăнса тăчĕ. Чăнах та, çавăн пек пулсан медицина ĕçченĕсемшĕн те, пациентсемшĕн те лару-тăру лайăх енне улшăнмалла. Кун пек чухне президент «врачсен пациентсемпе ĕçлеме вăхăт ытларах пулать» тени те пурнăçланĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии