09:58 23 ноября 2016 г.
2016 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче "Единая Россия" партие йĕркеленĕренпе 15 çул çитет. "Единая Россия" йăлана кĕнĕ тăрăх хăйĕн çуралнă кунне граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнассине анлă йĕркеленипе паллă тавать. Йышăнусем ноябрĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 1-мĕшĕччен пыраççĕ.
Ноябрĕн 22 - 25-мĕшĕсенче республикăра РФ Патшалăх Думин депутачĕсен черетлĕ регион эрни иртет. Вĕсене РФ Патшалăх Думине пирĕн республикăран суйланнă депутатсем Алена Аршинова тата Леонид Черкесов хутшăнаççĕ.
Муркашра ноябрĕн 25-мĕшĕнче 10 сехетрен тытăнса "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн пÿлĕмĕнче (Муркашри Мир урамĕ, 9 а çурт, 37-мĕш пÿлĕм) граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов йышăнать.
Сăмах май, 2015 çулта Чăваш Енре Граждансене йышăнмалли пĕрлехи кунра 2000 ытла çынна йышăннă, вăл шутран 68 граждана - партин регионти обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче. Граждансен 400-е яхăн ыйтăвне е 20 процент йышăну кунĕнчех татса пама май килнĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии