Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Муркаш – Ильинка – Каршлăх - Калайкасси» çул çÿрев

12:14 18 ноября 2016 г.

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шурча шкулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ пĕрремĕш номерлĕ маршутпа «Муркаш – Ильинка – Карщлăх - Калайкасси» çул çÿревре пулчĕ. Çул çÿрев Муркашри Тури чăвашсен музейĕнчен пуçланчĕ. Музей ĕçченĕсем ачасене кашни экспонат çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Пĕр пÿлĕмĕнче алă ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Смирнова Л.И., Мазуркин П.Я., Корпусов Р.Ю., Михайлова Ю.А., Борисова Н.Н., Клементьева Э.В. ĕçĕсене курма интереслĕ пулчĕ – пирĕн районта çакăн пек ылтăн алăллă çынсем пурришĕн савăнтăмăр.

Хыççăн автобус Ильинка тăрăхне илсе çитерчĕ. Шкул музейĕнчи экспонатсемпе паллашрăмăр. Музей ертÿçи Каргин И.А. Б.И. Гузовский ученăй пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, вăл вăрмансем (уйрăмах юмансем) ÿстерес ĕçре пысăк тÿпе хывни çинчен каласа панине ачасем тимлĕ итлерĕç. Нумайăшне йывăç каски миçе çулта пулни кăсăклантарчĕ.

Юмана пуç тайнă хыççăн Каршлăх вăрманне çул тытрăмăр. Кунта пур çĕрте те тасалăх хуçаланать – ăна ачасем те асăрхарĕç. Сăваплă шыв патне анса ун таса сывлăшĕпе сывланă хыççăн автобус Калайкасси музейне çитерчĕ. Кунта та ачасемшĕн курмалли-пĕлмелли чылай пулчĕ. Элла Владимировна кашни экспонат çинчен хавхаланса каласа пани ачасен итлес кăмăлне ÿстерчĕ. Уйрăмах арçын ачасем вăрçă хатĕрĕсемпе интересленчĕç.

Çак çул çÿрев пире питĕ килĕшрĕ, нумайăшĕ ку вырăнсенче пĕрремĕш хут пулса курчĕç. Паллах, çак кун пирĕн асра нумайлăха юлĕ.

Интереслĕ çул çÿреве йĕркеленĕшĕн Ачасен пултарулăх çурчĕн директорне Рожкова Алевтина Владимировнăна чунтан тав тăватпăр.

Шурча шкулĕн вĕрентекенĕсем: Борзаева Н.В., Тюрина Н.М.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика