Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕлĕнтермĕшсем шырама ют çĕршыва каймалла мар

12:00 18 ноября 2016 г.

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче аслăрах класри ачасене кăсăклă çулçуреве илсе кайрĕç. Çак ушкăнрах эпĕ те пултăм. Пирĕн маршрут Муркаш, Ильинка, Каршлăх, Калайкасси, Москакасси тăрăхĕсемпе пулчĕ. Пурĕ 9 объект кĕрет ку маршрута: Муркашри Тури чăвашсен музейĕ тата Паттăрсен аллеи, Ильинкăри виççĕр çултан та иртнĕ Юман, çер çултан иртнĕ Лиственница, Б.И.Гузовские халалланă музей, «Юман» кафе, Каршлăхри сăваплă вырăнсем, Калайкасси шкулĕнчи икĕ музей (Афган вăрçине тата чăваш халăхĕн историне халалланисем), Москакассинчи Афган вăрçинчи паттăр ентешсене халалланă палăк. Историпе, паллă çынсемпе, çут çанталăк илемĕпе, çĕнĕрен çĕкленнĕ илемлĕ çуртсемпе пуян иккен пирĕн Муркаш районĕ! Ют çĕршыври тĕлĕнтермĕшсенчен нимпе те кая мар пирĕн тăван тавралăх. Халапĕсем те нумай. Проект ятне тĕрĕс шыраса тупнă районти Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ĕçлекенсем - "Моргаушский район - край перспективного туризма". Чăн та, канăва йĕркелемелли вырăнсем пирĕн Муркаш тăрăхĕнче те пулма пултараççĕ. Вăйлăрах аталаннă курортсемпе танлаштарсан хăрушă çут çанталăк пулăмĕсем пирĕн тăрăхра çукпа пĕрех. Пирĕн патра тайфун та, цунами те, землетрясени те пулмасть. Апла пулсан, туристсем, Муркаш районне килĕрсем!

 

Борзаев Степан, Шурча шкулĕ, 6 класс

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика