08:32 17 ноября 2016 г.
Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ районта ноябрĕн 16-мĕшĕнче иртрĕ. Уйăхсеренхи мероприятие ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин гражданла оборона ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăн шутĕнче çавăн пекех республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ - Чăваш Республикин «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитарлă хысна предприятийĕн директорĕ Александр Федотов, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Александр Ефремов, РФ Юстици министерствин суд экспертизин лабораторийĕн Чăваш Республикинчи федераци бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Леонид Морозов пулчĕç.
Ку хутĕнче ял çыннисемпе, ĕç çынни коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче Чăваш Республикин 2017çулхи тата планланă 2018 çулпа 2019 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проекчĕ, кăçал уй-хир ĕçĕсене туса ирттернин итогĕсем тата 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче халăха йышăнмалли Пĕтĕм Раççей кунне ирттересси пирки сăмах пычĕ.
Тĕл пулусене çавăн пекех район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, федераци органĕсен районти уйрăмĕсен представителĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Тĕл пулусем пур ял тăрăхĕнче те пулчĕç.
Республикăран килнĕ ушкăн ертÿçи Вениамин Петров район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Владислав Ананьевпа пĕрле Ярапайкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче пулчĕ, вырăнти коллективсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Кунти тĕл пулусене çавăн пекех Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Жуков та хутшăнчĕ.
Сăмах май, Геннадий Валерианович Жуков Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнни икĕ эрне кăна. Ĕçе хăнăхса пырать кăна темелле. Вулакансене вара унпа хăйĕнпе те, унăн малашнехи ĕç ĕмĕчĕ-тĕллевĕсемпе те кăштахран паллаштарăпăр-ха.
Информаци ушкăнĕ çав кун «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Шурчари ĕне ферминче ĕçлекенсемпе, Сыпайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕ, Сыпайра çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне тунă çĕрти ĕçсепе паллашрĕ, чикĕллĕ яваплăхлă «Бездна» обществăн ĕне ферминче вăй хуракансемпе курса калаçрĕ.
Вениамин Петров Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планланă 2018 çулпа 2019 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проекчĕ пирки чарăнса тăнă май çавна уйрăммăн палăртрĕ. Иртнĕ çултан тытăнса бюджета унчченхи пек пĕр çуллăха мар, виçĕ çуллăха палăртаççĕ. Çакă вăл чи малтанах производствăпа экономика аталанăвĕн тăнăçлăхĕпе çыхăннă. Апла пулсан малашлăх задачисем, малашлăх планĕсемпе тĕллевĕсем пирки калаçма пулать.
Республика бюджетне 35,8 млрд тенкĕ шайĕнче йышăнма палăртаççĕ. Вăл шутран 30-шар процент ытла вĕренÿ отраслĕ тата социаллă сфера валли уйăрма пăхнă. Бюджет социаллă пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Уй-хир ĕçĕсене япăх мар туса ирттернĕ. Промышленноç продукцине туса кăларасси те, ял хуçалăх продукцине туса илесси те кăçал иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ÿсни палăрать. Республикипе 656,4 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 23,2 центнерпа танлашнă. Кĕрхи культурăсене 96,6 пин гектар акса хăварнă.
Районта уй-хир ĕçĕсене мĕнле туса ирттернипе паллаштарнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев кĕрхи культурăсене акса тăвасси çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнни пирки каларĕ. Кăçал кĕр акине 6400 гектар çинче ирттернĕ. Ку вăл иртнĕ çулхисенчен 40 процент таран нумайрах. Ака ĕçĕсем валли ытларах çĕрте таса çĕрме пуссисене уйăрма тăрăшнă. Апла пулсан çитес çулхи пысăк тухăç валли çирĕп никĕс хывса хăварнă теме пулать. Мĕншĕн тесен кĕрхи культурăсем ялан тенĕ пекех çурхи культурăсенчен ытларах тухăç параççĕ. Кăçалхи ĕç итогĕсем те çавна лайăх çирĕплетеççĕ.
Район çыннисемпе ирттерекен тĕл пулусенче, çакă хăйĕн ĕçĕпе тÿрремĕнех çыхăннăран та пулĕ, Вениамин Петров яланах çулсем çинче асăрхануллă пулмалли, пушартан хÿтĕленмелли-сыхланмалли правилăсене пăхăнмалли, шывсем çинче питĕ тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарма манса каймасть. Ăнсăртран мар. Çак сăлтавсене пула, хамăрăн çăмăлттайлăха пула пурăнмалли ÿсĕмри мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Ачисем ашшĕ-амăшĕсĕр юлаççĕ е ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене çухатать.
Пĕр-икĕ цифра кăна. Иртнĕ çул Раççейре çулсем çинчи инкексенче 23114 çын, пушарсенче 9377 çын, шывсем çинче 4634 çын, пĕтĕмпе вара 37125 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ку вăл пĕтĕм Муркаш районĕн çыннисенчен те ытларах. Республикипе иртнĕ çуллхи ку хăрушă цифра 333 çынпа танлашать. Кăçал çак вăхăта синкерлĕ вилнисен шучĕ - 291 çын. Çакна Шомик, Катькас, Мулкачкасси ялĕпе танлаштарма пулать. Апла пулсан çул çÿренĕ чухне водительсен те, çуран çÿрекенсен те тимлĕ пулмалли, пушартан асăрханмалли тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли, çулла шыва кĕнĕ чухне тата хĕл кунĕсенче пăр çинче питех те тимлĕ пулмалли пирки самантлăха та манма юрамасть.
Кая хăвармасăр татса памалли вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки те сăмах пулчĕ тĕл пулусенче. Акă Шурча тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерме расхутланă электроэнергишĕн тÿлеме çынсенчен укçа пуçтарасси енĕпе пысăк ыйту çук пулсан, Ярапайкасси тăрăхĕнче пурăнакансем хушшинче парăмлисен списокĕ пĕчĕкех мар. Кун пекех пулсан шыв уçламалли башньăна электроэнергисĕр те хăварма пултарĕç. Ун чухне вара пĕрисен канлĕхне пула таса чунлисен те нуша курма тивĕ. Çавăнпа та кая юлмасăр ял çыннисен пухăвĕсене ирттересси, парăмлисемпе çирĕпрех калаçасси пирки те шухăшласа пăхас пулать.
Хăшĕсем тата хăйсен килĕнче çăл пур тесе шывпа тивĕçтерме расхутланă электроэнергишĕн тÿлеме хирĕç. Тĕрĕссипе вĕсем хушшинче шывпа ыттисем пекех усă куракансем те пур. Апла пулсан шывпа усă курнине палăртма килĕрен счетчик вырнаçтарсан тĕрĕсрех пулать тесе шухăшлакансем пур. Паянах мар пулин те, тĕрĕссипе ку çапла пулмалла та.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче 16 ял. Сахалах мар. Апла пулсан ял урамĕсенче энергие перекетлеме май паракан диод хунарĕсем вырнаçтарасси пирки те шухăшласа пăхма вăхăт.
Транспорт хатĕрĕсемшĕн, пурлăх тата çĕр налукĕсене тÿлеме уйăрнă вăхăт вĕçленсе пырать. Вĕсене кая юлмасăр тÿлесе татасси, пурлăха тĕрлĕ инкекрен страхласси пирки те тĕл пулусенче калаçусем те, ыйтусем те пулчĕç.
«Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн Шурчари ĕне ферминче, «Бездна» обществăн ĕне ферминче пулса курнă май ырă кăмăл çуралать. Мĕншĕн тесен çынсем малашлăха пăхса ĕçлени палăрчĕ. Производство та пур, строительство ĕçĕсем те чарăнса ларман. Çынсен кăмăл-туйăмĕ те аван. Сыпайри фельдшерпа акушер пунктне кăçалах ĕçе ярас пулсан вара ĕçсене хăвăртлатмалла пулĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии