Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юртан тасатасси - тĕп вырăнта

10:01 16 ноября 2016 г.

Çулсене пурнăç артерийĕсем текен чăнлăха район яланах малти вырăнта тытать. Çу кунĕсенче вĕсене тăвасси: пăхса тăрасси тата вăхăтра юсасси пĕлтерĕшлĕ пулсан: кĕркуннепе хĕлле вĕсене вăхăтра тасатса тăрасси  тĕп вырăнта. Юлашки кунсенчи ăшă та çумăрлă çанталăк çулсене пăрпа витрĕ. Çакă автомашинăпа: автобуссемпе усă куракансем умне район территорийĕнчи тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче çивĕч ыйтусем кăларса тăратрĕ. Çапла вара  автоçулсем çинче пăрпа кĕрешесси çулсене пăхса тăракансенчен  пысăк яваплăх ыйтать. Паян пĕтĕмĕшле лару-тăру еплерех-ши; Çак ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхне В. НИКИТИНА калаçăва чĕнтĕм.

- Владимир Германович: çут çанталăк ума кăларса тăратакан йывăрлăхсем эпир тĕрлĕ лару-тăрăва епле хатĕррине тĕрĕслеççĕ пулас. Юлашки вăхăтри çумăрлă кунсем район пурнăçĕ çине витĕм кÿчĕç-и?

- Тĕрĕсех каларăр: çанталăк условийĕсем эпир ума тухакан йывăрлăхсене çĕнме хатĕррине тĕрĕслеççĕ. Хальлĕхе районта татса пама çук йывăр лару-тăру сиксе тухман-ха. Çакăнта Муркаш енре пурăнакансем: çулсене пăхса тăракансем ответлăха туйни палăрать. Çулсене пурнăç артерийĕпе танлаштарни паян ытти чухнехинчен уççăнрах курăнать. Çавăнпа та кунти лару-тăрупа эпир паллашсах тăратпăр. Кĕркуннехи тата хĕллехи вăхăтра вĕсене йĕркеллĕ уçса тăрасси: автоçулсем пăрпа витĕннипе кĕрешесси - пирĕн тĕллев. Район территорийĕнче автобус маршручĕсем йышлă пулни çакăн çине ытларах ответлăх уйăрма ыйтать. Муркаш енре район харпăрлăхĕнчи çулсем - 213:9 километр: республика çулĕсем - 94:4 километр: федераци çулĕсем - 27:5 километр: ял тăрăхĕсен яваплăхĕнчи çулсем - 392:1 километр.

- Çулсем пăрпа витĕннине пула вĕсем хупăннă тĕслĕхсем районта пулчĕç-и?

- Çул уçакансем хăйсен яваплăхне туйнăран: вĕсем шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçланăран район территорийĕнче çулсем хупăннă пысăк тĕслĕхсемех пулмарĕç. Юлашки кунсенчи çанталăк условийĕсене пула маларах асăннă çулсем çинче автомашинăсемпе автобуссене çÿреме чарни пулман. Автоçулсене пăхса-тасатса тăрассипе районта "ПГС-1" тата "Автодорсервис" чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕсенче - кашнин хăйĕн подрядчикĕ. Вырăнти пуçлăхсен çаврăнăçулăхĕпе çул-йĕр ыйтăвне тивĕçлĕ шайра тытса пыма пултаратпăр.

Паянхи пурнăçра çулсем ял çыннин пурнăç культурине ÿстерни пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Çавăнпа та харпăрлăхра автомашина тытакан граждансене çулсем пăрпа витĕннĕ вăхăтра пĕчĕк сăлтавпах çула тухасран асăрханма ыйтатăп. Çуран çÿрекенсен те çак вăхăтра çулсем çинче тимлĕ пулмалла.  

А. БЕЛОВ калаçнă.

 

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика