08:40 16 ноября 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сывхлав организацийĕ палăртнă тăрăх, пирус туртнăран аталаннă чирсене пула кашни ултă çеккунтра тĕнчере пĕр çын вилет, çулсерен вара çак сăлтава пула 5 миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлать.
Хăрушă лару-тăру çинчен аса илтерес тесе ноябрĕн виççĕмĕш кĕçнерникунĕнче кашни çулах пирус туртассине сивлемелли куна паллă тăваççĕ. Çак кун умĕн эпир пирус туртни организм çине мĕнлерех сиен кÿни çинчен каласа пама район тĕп больницинчи нарколог врача Александр СТРОГАНОВА ыйтрăмăр.
- Александр Андреевич, пирус туртнин сиенĕ пысăккине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, анчах та вăл кашни орган çине хăйне май сиен кÿрет пулĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр, тархасшăн.
- Пирус туртнинчен пуç мими сиен тÿсет. Пирус туртнине пула мимене юн пырса тăрасси япăхать, юнра тромб аталанма пултарать, миме йĕркеллĕ ĕçлемест. Пирус туртакансен пуç миминчи артери татăлас хăрушлăх та пур. Çапла вара инсульт пулас хăрушлăх ÿсет.
Пирус туртнăран чĕрепе юн тымарĕсем патне кислород япăх пырса тăрать, мĕншĕн тесен гемоглобина пирус тĕтĕмĕнчи углерод йÿçекĕ çавăрса илет. Çавăнпа та чĕрепе юн тымарĕсем сиенленеççĕ.
Пирус туртни юн пусăмне ÿстерет: юн тымарĕсем пĕрĕннĕрен чĕрен тата хытăрах ĕçлеме тивет. Ку чĕрешĕн йывăрлăх пулса тăрать.
Пирус туртни юнри холестерин шайне те ÿстерет. Çапла вара артерисенчи çу муклашкисем юна йĕркеллĕ куçма чараççĕ, артерири çул хупăнса ларма та пултарать. Ку вара инфаркт пулассипе хăрушă. Пирус туртакансен инфаркт пулас хăрушлăх ыттисенчен 4-5 хут пысăкрах, кунпа пĕрлех юн пусăмĕ те, холестерин шайĕ те пысăк пулсан - 8 хут.
- Ытларахăшĕ пирус туртни ÿпке чирĕсене пуçарса яма пултарассине кăна шухăшлать. Эсир вара калаçăва "пуç тÿпинчен" пуçларăр...
- Мĕншĕн тесен çынсем, чăнах та, пирус туртни ÿпкесемшĕн кăна сиенлĕ теме хăнăхнă. Ытти органсем сиен тÿснине шута илмеççĕ те. Сиенĕ вара пур органа та лекет.
Чăнах та, ÿпкесене кÿрекен сиен те питĕ пысăк: пĕтĕмĕшле илсен, ÿпкен усал шыççисен 90 проценчĕ çын вăрах вăхăт хушши пирус туртнăран пулать. Çак чиртен чăнах та нумай çын вилет.
Ÿпке бронхичĕ, ÿпкесен тĕртĕмĕ улшăнни те пирус туртнипех çыхăннă.
- Тата хăш органсем уйрăмах сиен тÿсеççĕ;
- Сиенне пурте тÿсеççĕ. Пирус туртнăран тухакан ытлашши йÿçĕке пула акă хырăмлăхăн çиелти хÿтлĕх сийĕ пĕтсе пырать, çапла язва патне те инçе мар. Пирус туртни вара язвăсене час сиплеме памасть. Язва пулни хырăмлăхра усал шыçă аталанасси патне илсе çитерме пултарать. Пĕтĕмпех çыхăннă.
Пирус туртни шăк хăмпин, тип пырăн, çăварăн усал шыççисене пуçаракан вăйлă фактор шутланать.
- Тарăн шухăшламасан, куç пирус туртнипе пачах та çыхăнман теме пулать. Ку тĕрĕс-и тата;
- Ку тĕрĕс мар. Никотин куç курассишĕн яваплă пулса тăракан нерв çине те, куçăн вылякан мышцисем çине те витĕм кÿрет. Юн тымарĕсем пĕрĕннипе куç сетчатки улшăнать, куç япăхрах курма тытăнать. Куçри пусăм та ÿсет. Ку вара глаукома чух уйрăмах хăрушă.
- Пирус туртакансем, сăмахран, хĕллехи сивĕре ыттисенчен хăвăртрах шăннине калаççĕ.
- Çапла. Пирус туртнăран çыннăн ал-уран юн тымарĕсемпе артерийĕсем пĕрĕнсе пыраççĕ. Вĕсенче юн йĕркеллĕ çÿреймест паллах. Тепĕр чухне юн тымарĕсемпе артерисен пайĕсем пачах та виллеççĕ. Ку вара гангренăпа е ампутаципе хăрушă.
- Кун пек хăрушă сăмахсем хыççăн малашлăх пирки ытларах шухăшламалла пек...
- Малашлăх тенĕрен, пирус туртни ар вăйне те чакарать. Врачсем арçынсен ар вăйĕ пĕтнин 10 проценчĕ пирус туртнипе çыхăннине çирĕплетсех калаççĕ.
Пулас амăшĕ пирус туртни вара ача çураличченех вилме пултарассипе е вилĕ çуралассипе, е тата хырăм ÿкессипе çыхăннă. Пирус туртнине пула ачан дефектлă генсем аталанма пултараççĕ. Çакна пула ачан нерв тата психика чирĕсем пуçланаççĕ е ытти çитменлĕхсем пулаççĕ.
Пирус туртакан ашшĕнчен çуралнă ачан, пирус туртман ашшĕнчен çуралнă ачасемпе танлаштарсан, организмра тĕрлĕ çитменлĕх 5 хут нумайрах.
Килте ашшĕ-амăшĕнчен пĕри те пулин пирус туртать пулсан, ачасем шăнса пăсăлассипе, бронхитпа, ÿпке шыçнипе ытларах чирлеççĕ, вĕсен гастрит, колит, хырăмлăх язви тата урăх чирсем ыттисенчен нумайрах тĕл пулаççĕ.
- Тавах, тĕплĕ калаçушăн. Кун хыççăн пĕр çын та пулин пирус туртма пăрахасса питĕ шанатпăр.
Н. Николаева.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии