Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район пурнăçĕнче интернационалист-салтаксем ыттисемшĕн яланах тĕслĕхре

11:29 14 ноября 2016 г.

 

Иртнĕ шăматкун, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче Афганистан вăрçине хутшăннисен пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен - «Вăрçă инваличĕсен» районти пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе çак организацире тăракансен тата вĕсен çемье членĕсен республикăри спорт фестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ. Вĕсем паян та пĕр йышра пулни тепĕр хут куç умне тухрĕ.

Çĕршыв интересĕсене тĕрлĕрен хĕрÿ çапăçусенче хÿтĕленĕ ĕнерхи салтаксен мирлĕ пурнăçри тĕл пулăвне уçса вĕсем тĕл пулăва хатĕрри пирки «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Куликов асăннă организацин районти ертÿçине К. Петрова  пĕлтерчĕ.

Константин Иванович стройра тăракансене çарти йĕркепе саламланă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхне Р. Тимофеева сăмах пачĕç:

- Хисеплĕ юлташсем! Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе çапăçусене хутшăнма тивнĕ салтаксем! Эсир паян çитĕнекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Çакна шута илсе эпир интернационалист-салтаксене нумай мероприятисене явăçтаратпăр. Сирĕн тĕслĕхĕрпе çамрăк ăрăва воспитани паратпăр. Çак çыхăну пирĕн çухалмасса ĕненетĕп. Паянхи спорт ăмăртăвĕсенче вара эсир никама та выляса ямасса шанатăп, - терĕ Ростислав Николаевич хăйĕн саламлă сăмахĕнче.

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ А. Петров интернационалист-салтаксем паян та стройра пулнине тата общество вĕсем çине уйрăммăн шаннине палăртрĕ.

- Пирĕн паянхи тĕллев спортри хастарлăха тĕрĕслесси мар. Пĕрле тĕл пулса калаçни пĕлтерĕшлĕрех. Канăç паман кулленхи ыйтусем, вĕсене татса парассипе кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем нумайăшне пăшăрхантараççĕ, - терĕ Константин Иванович килнĕ хăнасемпе тата фестиваль йĕркипе паллаштарнă май.

Асăннă ăмăрту виççĕмĕш çул çеç пулсан та унăн ячĕ республикăра анлă сарăлни çак тĕл пулура туллин палăрчĕ. Муркаша кăçал Етĕрнери тата çак районти, Шупашкарпа асăннă районти, Патăрьел, Елчĕк, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ районсенчи интернационалист-салтаксем йышлăн килсе çитрĕç.

- Муркашсене тав сăмахĕ калас килет. Эсир сăпайлă, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултаракан çынсем. Çак фестивале йĕркелеме пултарни те çавна çирĕплетет. Районти интернационалист-салтаксен ырă пуçарăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев  тĕкĕ пани ырă сăмаха тивĕç, - терĕ Етĕрнери  район  больницин тĕп врачĕ Владимир Кузьмин.

Кун хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Çăмăллăн иртмерĕç вĕсем, анчах ĕнерхи салтаксем хушшинчи туслăха çирĕплетрĕç тесе шутлатăп. Кунта К. Петров калани тĕрĕсрех пулĕ:

- Паян çĕнтерекенсем - сывă пурнăç йĕрки тытакансем. Вĕсем паянхи обществăшăн яланах тĕслĕхре пулĕç, - терĕ Константин Иванович çĕнтерÿçĕсене медальсемпе дипломсем панă май.

Çĕршыв приказне вĕçне çити пурнăçланă ĕнерхи салтаксем туслă лару-тăрура дартс вăййипе, шашкăлла выляссипе, нард тата бочча вăййисемпе, сĕтел çи тенниспа,  автомат сÿтсе пуçтарассипе, мечĕк ывăтассипе ăмăртрĕç. Кашнинчех хăйсен çĕнтерÿçисем пулчĕç. Анчах пĕри çĕнтернишĕн пурте пĕрле савăнни спорт фестивалĕн тĕп ÿсĕмĕ пулчĕ.

- Уйрăм тав сăмахĕ Афганистан вăрçине хутшăннисен пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен - «Вăрçă инваличĕсен» районти пĕрлешĕвĕн ертÿçине К. Петрова тата «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçине А. Куликова. Вĕсем пĕр çыхăра ĕçлесе ĕнерхи салтаксене килте ларма памаççĕ тата вĕсемпе шкул ачисем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе пыраççĕ. Çак çыхăну малалла аталантăрччĕ. Эпир унта хутшăнма яланах хавас, - терĕ Афганистанри çар çапăçăвĕсене хутшăннă, Етĕрнерен килнĕ паянхи подполковник Владимир Цветков. Унăн сăмахĕсене Патăрьел каччи А. Ильин, Çĕрпÿрен килнĕ В. Степанов, Шупашкартан çитнĕ О. Мишуткин çирĕплетрĕç.

Амăртусене пĕтĕмлетсе çапла калама пулать. Çĕршыв приказне пурнăçласа яваплăха çухатман салтаксене мирлĕ пурнăçра та шанма пулать. Паян вĕсем час-часах шкулсенче пулса ачасемпе ирттерекен тĕл пулусем ÿсекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама пулăшаççĕ. Ĕçре те вĕсем хастар пулни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Тавах вĕсене çакăн пек тăрăшуллă ĕçшĕн.

 

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика