Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

08:33 09 ноября 2016 г.

Шалти ĕçсен Муркаш районĕнчи органĕсен

хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!

 

Професси уявĕпе чĕререн тухакан салам сăмахĕсене йышăнса илсемĕр.

Эсир хăвăрăн пурнăçăра пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕçе - граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессине, обществăлла йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тивĕçтерессине, преступноçпа кĕрешессине халалланă. Полицире службăра тăрасси çăмăл мар, анчах та пархатарлă.

Шалти ĕçсен пайĕн районти сотрудникĕсем районта пурăнакансен канăçлăхне куллен сыхлаççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ уяв кунĕсенче те постра. Пирĕн право йĕркелĕхĕн хÿтĕлевçисем хăйсен служба тивĕçне кирек ăçта та, район территорийĕнче е хĕрÿ точкăсенче пурнăçланине пăхмасăрах, профессионализмпа, оперативлă служба задачисене ăнăçлă пурнăçлассишĕн яваплăха туйнипе тата хăюлăхпа палăрса тăраççĕ.

Паян общество сирĕн ума пысăк требованисем кăларса тăратать. Полици формине тăхăннă çын хăйĕнче влаçа, саккунлăха, тĕрĕслĕхе пĕтĕçтерсе тăрать. Урамра тата обществăлла вырăнта йĕрке пуласси, лăпкăлăх, çынсем хăйсен хăрушсăрлăхĕшĕн шанчăклă пуласси шăпах пирĕнтен килет.

Шанса тăратпăр, шалти ĕçсен Муркаш районĕнчи органĕсен сотрудникĕсем право йĕркелĕхне çирĕплетессипе çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илме пултарĕç.

Çак уяв кунĕнче полицин районти мĕнпур ĕçченĕсене тата ветеранĕсене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата саккунлăхпа право йĕркелĕхне тивĕçтерессипе хăвăр ума лартнă задачăсене татса парассипе çитĕнÿ сунатпăр!

 

 

Район пуçлăхĕ                                                             И.В. НИКОЛАЕВ.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                              Р.Н. ТИМОФЕЕВ.

 

 

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика