15:25 03 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа тури чăвашсен музейĕнче анлă мероприяти иртрĕ. Чи малтанах Эльвира Клементьева ăстаçăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ уçăлчĕ. Вăл Муркаш шкулĕнче вĕреннĕ. Ÿкерчĕксене Африкăри, Мексикăри, Турцири тата тăрăхри çул çÿрев хыççăн ăсталанă.
Уяв программине Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи ăстасем тăсрĕç. Хăйсен ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисемпе, эрешсемпе паллаштарчĕç.
Эпир халăх пĕрлĕхĕпе ытларах та хăватлă. Тăнăç пурнăçшăн пĕр тĕллевлĕн пĕр чăмăрта пулни кăна пире тĕреклĕх патне илсе пыма пултарать. Мероприятие халăх тĕрĕ ăстисен династийĕн представителĕ Юлия Михайлова хутшăнчĕ, Украина халăхĕн тĕррисемпе паллаштарчĕ.
Р. Илларионова.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии