Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Информаци кунĕнчен: Çутти те кирлĕ, çулĕ те

16:45 19 октября 2016 г.

Çак эрнере, юнкун, республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн районта та информаци ушкăнĕсем тăватă ял тăрăхĕнче пулчĕç. Ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче вĕсем сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ суйлавсен пĕтĕмлетĕвĕпе туллин паллаштарчĕç, çул-йĕр çинче пулакан инкексене асăрхаттарасси пирки, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар тухасран асăрханмалли, çавăн пекех шыв çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки, хальхи вăхăтра çитес çулти пĕрремĕш çур çулта илсе тăма перидоика изденийĕсене çырăнтарас тапхăр пыни пирки калаçрĕç тата, паллах, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Çатракасси ял тăрăхне çул тытрĕ. Чи малтанах кунти вăтам шкулăн коллективĕпе тĕл пулса çынсем патне çитерме палăртнă информаципе паллаштарчĕ.

Ростислав Николаевич суйлав итогĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланнă дупутатсен списокĕпе паллаштарчĕ, тĕрĕсрех каласан, вĕсен хушамачĕсене аса илтерчĕ. Республикăн Патшалăх Канашне пурĕ 44 депутат суйланнă, Патшалăх Думине вара - 450.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ муркашсем иртнĕ суйлава, малтанхи суйлавсенчи кăтартусемпе танлаштарсан, активлăрах хутшăннине палăртрĕ. Турай ял тăрăхĕнче пурăнакансем, сăмахран, 96 процент ытла суйлава хутшăннă. Республикăри вăтам кăтартуран та чылай пысăк хисеп ку.

Суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕ вăхăтĕнче çынсене канăç паман ыйтăвĕсен ятарлă списокне те туса хатĕрленĕ. Вăл ыйтусене татса парассипе ĕçлеме пуçăннă ĕнтĕ, хăшĕсене вара çийĕнчех татса панă.

Ыйтусем информаци кунĕнче те пулчĕç. Вĕсем кашни кун куç умне тухакан пулăмсемпе, япаласемпе çыхăннă. Çатракассисене акă çул ыйтăвĕ канăç памасть. Кунта асфальт çул ял варрипе иртнĕрен инкек тухас хăрушлăх яланах пысăк. Кун пирки шкулта та, ача садĕнче те сăмах хускатрĕç. «Тротуар пулсан аванччĕ», - теççĕ вĕсем. Тротуар тума вара районăн полномочи çук, мĕншĕн тесен çулĕ - республика пĕлтерĕшлĕ çул. Çапах та район администрацийĕ кунпа лăпланса ларма шутламаннине, ыйтăва Чăваш Ен Транспорт министерствин «Чувашупрдор» хысна учрежденире пĕлни çинчен каларĕ Ростислав Николаевич. «Ку ыйту пирки манма памастпăр», - пулчĕ хурав.

Çул-йĕр çинче вара лару-тăру пачах та лăпкă мар. Иртнĕ тăхăр уйăхра кăна пирĕн районта çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснă икĕ пин ытла факта регистрацилесе административлă явап тыттарнă. Инкексенче вара 7 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 57 çын суранланнă.

Ÿсĕрле руль умне ларса çула тухакансем нумайланни пăшăрханатарть. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлашатрас пулсан та, кун пеккисем палăрмаллах нумай - 98 çын. Хăшĕсем йĕркене çапла май пĕрремĕш хут кăна пăсмаççĕ - 18-ĕшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Инкек тухасси пур чухне те водитель е çуран çÿрекенсен айăпĕпе кăна пулмасть. Çулсене пăхса тăрасси те тимлĕх ыйтать. Халĕ шăпах район терриорийĕнчи çулсене юсас ĕç пырать, çак кунсенчке ку ĕçе пурнăçлама тата 560 пин тенке яхăн уйăрнине пĕлтерчĕ Ростислав Николаевич.

Районти çулсене кирлĕ шая çитерме тата тепĕр шанăç пур. Кун пкирки те пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Çитес вăхăтра çулсене пахалăхлă шайра тытса тăрассипе ĕçлеме май паркан федераци программи ĕçлесе ямалла. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен конкурса хутшăнма хатĕрленет. Çав программăна кĕрсен Шупашкар агломерацине кĕрекен территорисенчи çул-йĕр валли (агломераци тытăмне Муркаш районĕ те кĕрет) хушма укçа-тенкĕ уйăрса парасси куçкĕрет. Пурăнăпăр, курăпăр. Хальлĕхе вара ялсенчи çулсене тăвасси пĕр вырăнта тăманни те савăнтарать - кĕçех Çатракасси ял тăрăхĕнчи çула тăвассине те вĕçлеççĕ. Программăн иккĕмĕш тапхăрне кĕме районтан тепĕр икĕ объект сĕннине хаçат вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ (Отарккă ялĕнчи тата Кăпас ялĕнчи çулсем).

Çулсем тăвасси пирĕнтен, ахаль çынсенчен нумай килмест пулсан, хамăра хамăр хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вăл шутра пушар хăрушсăрлăхĕпе те, çĕр проценчĕпех хамăртан килет. Нумаях пулмасть, Ярапайкассинче хăрушă факт пулчĕ - пушарта пĕр çамрăк çунса кайрĕ. Ростислав Николаевич статистикăпа паллаштарнă май районта тухнă пушарсен сăлтавĕ ытларах чухне килсенче юсавсăр электропроводка пулинпе, кăмакасемпе мăрьесене вăхăтра пăхса, тĕрĕслесе тăманнипе çыхăннине пĕлтерчĕ. (Авт.: Çак статьяна вуласа тухнă хыççăнах кăмакасемпе мăрьесене тĕрĕслĕр. Тен мăрье патне типĕ çулçă кĕрсе тулнă, тен кирлĕ мар тесе хунă хатĕрсем те пур ун çывăхĕнче тата ыт. те.)

Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Апла пулсан çурт-йĕре страхлани тата кил хуçалăхĕнче огнетушитель пулни никама та чăрмантармасть.

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрти хăрушсăрлăх пирки калаçнă чухне шыв çинчи хăрушсăрлăх пирки те манмалла мар. Кĕçех шывсем пăрпа витĕнеççĕ. Çавăнпа уйрăмах ачасемпе пулăçăсен асăрханулăх пирки манмалла мар. Учительсемпе воспитательсем ачасене кун пирки аса илтереççĕ паллах, çапах та ашшĕ-амăшĕн те пепкисене кунсеренех тимлĕх кирли пирки каласа тăмалла.

Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕçлекен районти тĕрлĕ сферăри специалистсем тăтăшах район хаçатĕнче «тухса калаçаççĕ». Вĕсен сĕнĕвĕсем яланах вырăнлă, мĕншĕн тесен районти, республикăри тĕслĕхсемпе çирĕпленнĕ. Ку тата ытти пулăмсемпе çыхăннă информацие официаллă изданисем тăтăшах тата объективлă çутатса тăма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та халĕ, çитес çур çулта илсе тăма хаçат-журнал çырăнмалли тапхă пынă чухне, республикăра тухса тăракан периодика изданийĕсене çырăнма манмалла мар. Нумайăшĕ «тарелка» вырнаçтарнине пула чăваш телевидени передачисене пăхаймасть, радиопередачăсене те пурте итлеймеççĕ. Çак лару-тăрура почтальон çитерсе паракан информаципе тулли район тата республика хаçачĕсем пурнăçран юлма памĕç.

Çатракасси ача садĕнче, сăмахран, пурте «Çĕнтерÿ ялавне» çырăннине пĕлтерчĕç. Район шайĕнчи чылай мероприяти эрнекунсерен иртнĕ май, унта куллен тухса çÿреме май çуккине те каларĕç вĕсем. Çавăнпа та тĕрлĕ информацие район хаçачĕ урлă пĕлсе тăраççĕ: уявсем епле иртнине те, ытти ялсенчи çынсен пурнăçĕ пирки те, ыйтăвĕсем пирки те. Çатракассисем патне «таврăнсан», вĕсен тата çак ыйтусем те пулчĕç.

Ятман ялĕ патĕнчи плотинăна кăçал çуллахи вăхăтра шыва кĕме юрăхлă вырăн тесе мĕнле сăлтава пула палăртман; Хуравне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов пачĕ: «Ăна кăçал водолазсене тĕрĕслеттермен, çавăнпа. Тĕрĕслеттерме бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хуман». Шыва кĕме юрăхлă вырăн ял тăрăхĕнче пĕрре те пулин кирлех, çавăнпа çитес çул çак çитменлĕхе пĕтерме шантарчĕç.

Çатракассинчи Привольная урамра, Кашмашри Львов урамĕсенче çĕнĕ стандартпа тăвакан çулсем хăçан та пулин тума май пулĕ-ши; Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, Привольная урамра çул тумалли проект пур. «Кун пек хатĕр проектсем (урамсенче çул тăвассипе çыхăннисем) районта паянхи кун тĕлне пурĕ 23. Çавăнпа та черет хăçан çитессине калама хĕн, мĕншĕн тесен çул тăвас полномочи хальхи вăхăра республика шайĕнче. Çакна шута илсе Львов урамĕнче çул тăвассипе çыхăннă проекта халех пурнăçлама та кирлĕ мар, срокĕ тухсан хушма укçа-тенкĕ тăкаклама тивет», - пĕлтерчĕ Ростислав Николаевич.

Ял çыннине пăшăрхантаркан тепĕр ыйту - ялсенче тĕттĕм вăхăтра çутă çукки. Ку ыйту хальхи вăхăтра Кашмаш ялĕнче çивĕч тăрать-мĕн. Сăлтавĕ электричество пралукĕсене карнă тункатасем çинчи малтан лартнă лампочкăсем хăйсен вăхăтне «ĕçлесе» çитернинче. Халĕ вĕсене шăпах çĕнĕ йышши прожекторсемпе, электричествăна перекетлеме май параканнисемпе, ылмаштарма хатĕрленеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, вĕсене кĕçех кÿрсе килмелле, хыççăнах вара вырнаçтарĕç. Çапла вара ял тăрăхĕнче электроэнергие перекетлесси çине пĕтĕмпех куçса çитеççĕ.

Самантпа усă курса панă ытти ыйту çине те информаци кунне хутшăннисем тулли хуравсем илчĕç. Çапла пĕр-пĕринпе уçă калаçу иртсен ăнланулăх та ытларах пулать, пĕр-пĕрин проблемисем пирки те пĕлсе тăрса вĕсене татса пама пулатех.

Н. Николаева.

 

 

 

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика