Професси уявĕпе - Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чи хĕрÿллĕ салам сăмахĕсене йышăнса илсемĕр!
Кирек епле ялшăн та автомобиль çулĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, экономикăн пур отраслĕсемпе социаллă сферăна аталантарма майсем туса парать, ялта пурăнакансен пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кÿрет. Куллен-кун, кирек епле çанталăкра та эсир район ырлăх-пурлăхĕшĕн тимлетĕр. Трассăн кашни километрĕнче - сирĕн пархатарлă ĕç.
Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшнипех юлашки çулсенче районта транспорт инфраструктурине аталантарассипе, ялсене хăт кĕртесипе чылай ĕç туса ирттерме май килчĕ. Çулсене юсас, вак чул сарса хытарнă çул тăвас ĕçсем малашне те пулса пырĕç
Хăвăрăн çăмăл мар ĕçĕршĕн, районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн, профессионализмшăн, шанчăклăхшăн, суйласа илнĕ ĕçĕршĕн яваплăха туйнишĕн сире чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
Хăйсен пĕтĕм пурнăçне районăн çул-йĕр хуçалăхне аталантарассипе çыхăнтарнă отрасль ветеранĕсем уйрăм тав сăмахне тивĕçлĕ.
Пурсăра та сире çирĕп сывлăх, уяв кăмăл-туйăмĕ, иксĕлми вăй-хал тата энерги, малашне те ĕçре çитĕнÿсем, çемйĕрсенче килĕшÿ тата телей сунатпăр! Пурнăç çулĕ çинче ăнăçупа пĕрле пулăр!
Муркаш район пуçлăхĕ И.В. НИКОЛАЕВ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. ТИМОФЕЕВ
Моргаушский район Чувашской Республики