16:43 13 сентября 2016 г.
Ĕнер Шупашкарта ялти учительсен Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш съезчĕ ĕçлерĕ. Кунта çĕршывăн 62 регионĕнчи 505 делегат хутшăнчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев съезда хутшăнакансене республика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл муниципалитетсен 70 процентĕнче икĕ çултан аслă ачасене садиксенче вырăнсемпе тивĕçтернине, халĕ çулталăк çурăран аслисене валли садиксем тунине палăртрĕ. Юлашки çулсенче ялсенче 9 çĕнĕ шкул хута янă. 2025 çул тĕлне 32 шкул çĕнĕрен тумалла тата тĕпрен юсамалла, 16,5 пин ача валли вырăн хатĕрлемелле.
РФ Вĕренÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева съезд ĕçне хутшăннă май делегатсем умĕнче тухса калаçрĕ, республикăри вĕренÿ ĕçĕпе паллашрĕ.
Съезд ĕçне пирĕн районти учительсем те хутшăнчĕç. Кун пирки тĕплĕнрех – хаçатăн çитес номерĕнче.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии