12:01 29 августа 2016 г.
«Çĕнтерÿ ялавĕ» райхаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кашни çулах çăмăл атлетика ăмăрăтăвĕ иртет. Кăçал вăл çитес шăмат кун, сентябрĕн 3-мĕшĕнче пулĕ. Ăмăртусем «Сывлăх» ФСК умĕнче 10 сехетре пуçланаççĕ.
Çак ăмăрту Чăваш Ен спортпа пресса фестивалĕн 1-мĕш тапхăрĕ шутланать. Районта çĕнтерекенсем шăпах Шупашкарти çак фестивале хутшăнма тивĕçĕç.
Эстафетăна яланхи пекех пирĕн районти вăтам тата тĕп шкулсен, организацисемпе учрежденисен, предприятисен, ял тăрăхĕсен , учительсен тата çемье командисене йыхравлатпăр.
Шкул ачисен командинче 3-шер арçын ачапа хĕр ача, ĕçлекен коллективсен командисенче 3 арçынпа 2 хĕрарăм пулмалла, çемье командисенче - ашшĕпе амăшĕ тата 12 çула çитмен ача.
Эстафетăри дистанци пуриншĕн те пĕр пек - 400 метр. Çемье командисенче ку дистанцие ашшĕсем чупаççĕ, амăшĕсем - 250 метр, ачисем - 150 метр.
Мала тухнисене редакцирен парнесемпе дипломсем тата медальсем кĕтеççĕ. Шкул ачисен çĕнтерÿçĕ командисем куçса çÿрекен кубока тивĕçеççĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии