Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Спортпа туслă пулма ан ÿркенĕр

16:29 12 августа 2016 г.

 

Физкультурник кунне халалланă спорт уявне Муркаша ĕнер тĕрлĕ предприятисемпе учрежденисен тата ял тăрăхĕсен командисем пухăнчĕç. Муркашри тĕп больница, сăмахран, виçĕ командăпах тухнă темелле: иккĕшĕ - спартакиадăна хутшăнаканни, виççĕмĕшĕ вара - ăмăртусене хутшăнакансене, кирлĕ пулсан, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенни. Район администрацийĕн культура пайĕн тытăмĕнче вăй хуракансем те икĕ командăпа тухма хал çитернĕ.

«Сывлăх» спорт шкулĕ умне пурĕ 14 команда пуçтарăнчĕ. Каламалла, юлашки çулсенче ăмăртусене хутшăнакан командăсене уйăрса илме çăмăлланса пырать - вĕсем хăйсен уйрăм паллисем çине пĕрин хыççăн тепри тимлĕх уйăрса пыни палăрать. Спорт уявĕнче вара çакна курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Спорт уявĕ çак кунсенче Рио-де-Жанейро хулинче иртекен Олимп вăййисемпе пĕр вăхăтра иртет. Çакна палăртса район пуçлăхĕпе И. Николаевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев спортра пирĕн мăнаçланмалли ентешсем сахал маррине аса илтерчĕç.

Пысăк спорта пĕрремĕш утăмсем тума халĕ шкулсенче те, спорт шкулĕсенче те, спорт комплексĕсенче те условисем çителĕклĕ. Ан ÿркен кăна. Муркашсене саламлама çитнĕ Чăваш Ен граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петровпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Мидуков хăйсен ачалăхне аса илсе шăпах çакна каларĕç.

Пирĕн районта та шкул спортзалĕсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ, район центрĕнчи «Сывлăхра» та та условисем аван. Спартакиадăн пĕрремĕш старчĕ шăпах «Сывлăхри» бассейнра пулчĕ. Командăсем хăйсене хутăш эстафетăра тĕрĕслерĕç.

Хыççăн уйрăм стартсем пуçланчĕç: арçынсен - алăпа туртăнасси, хĕрарăмсен - кĕлеткене алă çинче çĕклесси, дартс, пневматика винтовкинчен тĕл пересси. Каярах команда вăй-халне пĕтĕмĕшле палăртма май паракан çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвне тăвас умĕн вара командăсем хĕрсе кайсах канат туртрĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе спортăн тĕрлĕ енĕпе мала тухнисене чысларĕç.

Спорт уявĕн пĕремĕш пайĕ питĕ хĕрÿ те хаваслă иртрĕ. Уяв программипе килĕшÿллĕн каçалапа ГТО нормативĕсене пурнăçларĕç, ача-пăча хăйĕн лаптăкĕнче савăнчĕ.

Спорт уявĕн виççĕмĕш пайĕнче районта иртнĕ «Эпĕ сывă пурнăç йĕркишĕн» сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетеççĕ, физкультурăпа спорт активисчĕсене наградăлаççĕ, диджейсен фестивальне ирттереççĕ.

Н. Николаева.

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика