16:23 12 августа 2016 г.
Район администрацийĕн ларусен залĕнче район активĕпе иртнĕ канашлура районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тишкерчĕç, иккĕмĕш çур çулти задачăсене палăртрĕç. Канашлу ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин тĕрлĕ министерствисен тата ытти яваплă ĕçченсем хутшăнчĕç. Çур çул итогĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллаштарчĕ.
Çапах та канашлăвăн пĕрлехи пайĕ савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракансене, ĕç паттăрĕсене саламласси-чысласси - ырă йăлара. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсенчен чылайăшĕ тава тивĕçлĕ ятсене, Тав çырăвĕсемпе ытти наградăна тивĕçрĕ.
Ял хуçалăх производствинче нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ Валерий Александров "Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята, физкультурăпа спорта аталантарассипе тунă ÿсĕмсемшĕн тата нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн "Сывлăх" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Сергей Черкашин "Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕç пулчĕç. Ятарлă паллăсемпе удостоверенисене вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парса саламларĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçекенсем те пулчĕç. Кун пек Тав çырăвĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Лаптев, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парассипе тунă çитĕнÿсемшĕн хушма вĕренĕвĕн "Çамрăк техниксен станцийĕ" учрежденийĕн директорĕ Олег Юлин илме пултарчĕç.
Чикĕллĕ яваплăхлă "Путь Ильича" агрофирма" общество директорне Олег Дельмана нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн тата агропромышленноç комплексне аталантарма тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.
Ĕçри ÿсĕмсемшĕн тата нумай çул хушши тăрăшса вăй хунăшăн уйрăм предприниматель Александр Портнов Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн депутатне, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн депутачĕсен ушкăнĕн ертÿçине, волейбол федерацийĕн председательне Александр Давыдова тата депутатсен Муркаш район Пухăвĕн депутатне Алексей Прокопьева Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн Хисеп грамотине пачĕç.
Канашлăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть республика Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттерни пирки каларĕ. Унта бюджетпа çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулнă. Çакна ăнланмалла та. Укçа шута юратать. Ытларах ыйтусене ăнăçлă татса парасси чи малтанах укçа-тенкĕпе çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Вĕренÿ ĕçне аталантарса пырассипе, сывлăх сыхлавне çĕнĕ шая çĕклессипе республикăра сахал мар ĕç туса ирттернĕ, сывлăха çирĕплетме, спорта аталантарма лайăхрах майсем туса пама тăрăшаççĕ. Анчах та çакă лăпланса лармалли пирки каламасть. Тумалли ĕçсем те, татса памалли ыйтусем те çук мар. Пĕрлехи вăй-халпа вара мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама пулать.
Акă шкул столовăйĕсенче ытларах çĕрте çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Вĕсене туса кăларассине хамăр республикăрах йĕркелеме май килнĕ. Çак вăхăта вара ку оборудованипе ытти региона та тивĕçтерме майсем пур.
Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ япăх мар. Республикăра вара хăмла туса илессине çĕнĕрен чĕртсе тăратассипе ĕçсем пыраççĕ.
Михаил Васильевич фермер ĕçне кÿлĕнекенсене активлăрах пулма чĕнсе каларĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцине хамăра валли кăна мар, чикĕ леш енне сутма та туса илес задача тăрать. Ку ĕçе тытăнакансене патшалăх тивĕçтерекен пулăшу та курăмлă.
Районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсем, çитес тапхăрти задачăсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев каласа пачĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăхĕнче ÿсĕмсем пур пулин те, промышленноç продукцине туса кăларасси, пулăшу ĕçĕсен тата обществăлла апатлану çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен кăштах чакни палăрать. Пĕтĕмпе 1 млрд та 406 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 89 проценчĕ. Çакă чи малтанах пысăк предприятисенче продукци тиесе ăсатассин калăпăшĕ пĕчĕкленнипе çыхăннă. Апла пулин те çулталăк итогĕсемпе лару-тăрăва лайăхлатма майсем çитмелле.
Налук пухассипе лайăх еннелле улшăнусем палăраççĕ. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта мĕнпур шайри бюджетсене районĕпе пурĕ 112 млн тенкĕ налук пухăннă. Вăл шутран вырăнти бюджета - 61,4 млн тенкĕ. Ÿсĕм пĕлтĕрхи шайран 6,8 процент. Апла пулин те НДФЛ, çĕр тата транспорт налукĕ пухассипе лару-тăрăва лайăхлатма тивет. Бюджетри налукпа çыхăнман тупăшсен шайĕ 10,8 млн тенкĕпе (çулталăк планĕн 68,34 проценчĕ), районăн хăйĕн тупăшĕ 72,2 млн тенкĕпе танлашать.
Промышленноç продукцине çур çулта 1 млрд та 49 млн тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 83,8 проценчĕ) туса кăларнă. Сăлтавĕ "Сеспель" предприяти, Муркашри кирпĕч завочĕ, "Моргаушская" строительство организацийĕ экономикăри йывăр условисенче ĕç калăпăшне чакарнинче. Çав вăхăтрах "ТрубПласт" ООО продукцие унчченхи çав вăхăтринчен 35,2 процент ытларах туса кăларма пултарнă. Апла пулсан пирĕн майсем çук мар-ха. "Сеспель" танк-контейнерсем туса кăларассипе пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăнни те çавнах çирĕплетет.
Ял хуçалăх продукцине çур çулта 357 млн тенкĕлĕх туса илнĕ (пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 8,8 процент нумайрах). Çак вăхăта выльăхсене хĕл каçарма условнăй пĕр выльăх пуçне 19,4 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнă. Паян вара уй-хирте вырма ĕçĕсем анлă сарăлнă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 6992 гектар çинчен пухса илес пулать. Çуррине яхăн вырса пĕтернĕ ĕнтĕ.
Патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă. Ял хуçалăх предприятийĕсене кăçал патшалăх пулăшăвĕпе 46,9 млн тенкĕлĕх, вăл шутра хресчен (фермер) хуçалăхĕсене 8,8 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулта ку сумма 45,4 млн тенкĕпе танлашнăччĕ.
Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем 905. Кăçал çур çулта вĕсем республикăн пĕрлехи бюджетне налук 17 млн тенкĕ, вырăнти бюджета 10,7 млн тенкĕ тÿленĕ. Предпринимательствăна тивĕçтернĕ патшалăх пулăшăвĕ кăçал 6,8 млн тенкĕпе (пĕлтĕр 1,1млн тенкĕ) танлашать.
Кăçал район территорийĕнче пурнăçа кĕрекен инвестици проекчĕсем шутĕнче "Сеспель" предприяти çĕклекен танк-контейнерсен цехĕ (хакĕ 200 млн тенкĕ), Муркаш райповĕн суту-илÿпе кану центрĕ (28 млн тенкĕ), Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнчи çурт-йĕр строительствин площадки, "Путь Ильича" агрофирмăн сĕт комплексĕн иккĕмĕш черечĕ, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин цехĕсенчи модернизаци ĕçĕсем т. ыт. те.
Ĕçсĕрлĕх шайĕ районта 0,26 процентпа танлашать. Ку вăл - республикипе чи пĕчĕк кăтарту. Ĕç хутшăнăвĕсене саккунлăх шайĕнче йĕркелес тĕллевпе кăçал ял тăрăхĕсене тухса ĕç ушкăнĕн 17 тĕрĕслевне йĕркеленĕ, 197 предприятипе организацие тĕрĕсленĕ. Ĕç хутшăнăвĕсене саккунлă майпа йĕркелеменнисене 96 çынна тупса палăртнă. Районĕпе мĕнпур отрасльте вăтам ĕç укçи виçи уйăхне 18409 тенкĕпе танлашнă.
Çур çулта пурăнмалли çурт-йĕр 5471 тăваткал метр хута янă. Граждансене ишĕлчĕк çуртсенчен куçармалли программăн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçланă, 65 çемьене хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Патшалăх программисемпе усă курса 23 çамрăк çемье, ялта ĕçлесе пурăнакан 3 гражданпа 8 çамрăк специалист хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Тăлăх ачасене, нумай ачаллисене, вăрçă участникĕсемпе тăлăх мăшăрсене хваттерсемпе тивĕçтерессипе те палăртни пурнăçланать.
Районта автомобиль çулĕсем тăвас, юсас ĕçсем анлă сарăлнă. 6 ялта вак чул сарнă çул тăвас ĕçсем пыраççĕ.
Муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр участокĕсемпе усă курасси саккун шайне кĕрсе пырать. Район территорийĕнчи 6600 пай çĕрĕнчен 5915-шне муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 8955 гектар.
Кăçал муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен пĕрлехи бюджета 4 млн та 338 пин тенкĕ пухăннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿсĕм - 23 процент.
Бюджетпа çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта. Чăваш Республикин Финанс министерствин хаклавĕпе обществăлла финанссене йĕркелессипе Муркаш районĕ республикăра малтисенчен пĕри.
Шкул çулне çитменнисен 13 вĕренÿ учрежденийĕнче 1836 ача воспитани илет. 3 çул тултарнисене пурне те садиксенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче 3348 ача парта хушшине ларать. Иртнĕ çул вĕсем 3279 пулнă. Вĕренекенсен 77,8 процентне хушма вĕренÿ системине явăçтарнă.
Районти çамрăксемпе студентсенчен 21-ĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Кашни чĕрĕк итогĕпе вĕренÿ отличникĕсенчен 25-ĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçет.
Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме кăçал 12,2 млн тенкĕ уйăрнă, вăл шутран 5 млн та 62 пин тенкĕ - вырăнти бюджетран. Шкулсенчи 2 спортзала тĕпрен юсанă. 5 шкулта хутса ăшăтакан санитарипе техника пÿлĕмĕсем йĕркеленĕ.
Çатракасси шкулĕ валли модуль котельнăй тума район бюджетĕнчен 2,2 млн тенкĕ уйăрма май килнĕ.
Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази те пуянланса пырать. Кăçал Матьăкри Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсене 1,6 млн тенкĕлĕх пурнăçланă.
Медицина учрежденийĕсенче квалификациллĕ кадрсем çителĕклĕ. Районта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта граждансен диспансеризацийĕн пĕрремĕш тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ.
Районта кăçал пĕрремĕш çур çулта 170 ача çуралнă. Ку вăл пĕлтĕрхи шайран 35 ача сахалрах. Çапах та çынсем вилесси те 62 çын чухлĕ чакнă, пĕтĕмпе 251 çын вилнĕ. Çынсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 1 çулталăк чухлĕ ÿснĕ, арçынсен 63 çулпа, хĕрарăмсен 76 çулпа танлашать.
Çынсене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерме кăçал республика тата федераци бюджечĕсенчен 76,7 млн тенкĕ уйăрнă. 2012 çултанпа районта пурăнакан 1982 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕç пулнă.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай ачаллă 525 çемье шутланать, вĕсенче 1689 ача воспитани илсе ÿсет. Çулталăк хушшинчи нумай ачаллă çемьесен шучĕ 4,4 процент ÿснĕ.
- 2016 çулхи пĕрремĕш çур çăмăлах пулмарĕ, укçа-тенкĕне май пур таран перекетлессине тĕпе хурса ĕçлесе пыма тиврĕ. Çапах та район ырлăх-пурлăхне лайăхлатса пырассипе сахал мар туса ирттерме пултартăмăр. Çавăнпа та депутатсене, предприяти-организаци ертÿçисене, федераци тата территори влаç органĕсен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район активне пысăк тав сăмахĕ калатăп, - терĕ Ростислав Николаевич. Çавăн пекех вăл ĕçре пулăшса пынăшăн республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Министрсен Кабинетне тав турĕ.
Канашлура Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Финанс, Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствисен яваплă ĕçченĕсем тухса калаçрĕç, районăн уйрăм отраслĕсен кăтартăвĕсене республика кăтартăвĕсемпе танлаштарса тишкерчĕç, хак пачĕç, малашнехи задачăсем çинче чарăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, кăтартусем япăх мар, çав вăхăтрах татса памалли ыйтусем те çук мар-ха.
Канашлура çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн ертÿçи Александр Федотов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тухса калаçрĕç, муркашсен аталану ÿсĕмĕсене палăртрĕç, малашнехи ĕçре татах пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.
Каласа хăвармалла, хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен бюджечĕсене тупăшлăрах тумалли майсемпе май пур таран анлăрах усă курасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăх объекчĕсемпе, çĕрпе тĕллевлĕ усă курасси пысăк вырăн йышăнать. Çакă вăл чи малтанах вырăнти бюджета тупăшлăрах тăвассипе çыхăннă вĕт-ха. Çавăнпа та республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ильинка ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхне Владимир Ляченкова, Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхне Станислав Бардасова, Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Черновăна тăратса ял тăрăхĕсен территорийĕсенче усă курман çĕр лаптăкĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарса пĕтерес ĕçсене хăçан вĕçлеме палăртнипе интересленчĕ. "Республика территорийĕнче пĕр гектар сухаламалли çĕр те усă курмасăр пушă выртмалла мар. Кунсăр пуçне вăл тупăш кÿме тивĕç", - терĕ республика ертÿçи.
Канашлу уçă калаçу йĕркипе иртесси пирки Михаил Игнатьев канашлăва уçнă чухнех палăртрĕ. Бюджетпа çыхăннă ыйтусемпе пĕрлех канашлăва хутшăннисем бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçипе, çĕре тата пурлăха харпăрлăха çирĕплетессипе, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарассипе, Муркашри Гагарин урамĕнче тротуар тăвассипе, спиртлă шĕвеке сутассипе çыхăннă тата ытти ыйтусене те хускатрĕç, вĕсене мĕнле татса парасси пирки те канашлурах сÿтсе яврĕç.
Канашлу итогĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ, районта шанчăклă актив, çирĕп команда пулни пирки каларĕ. Малашне те аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмлама пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии