12:58 12 августа 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Муркаш районĕнчи ĕçлĕ тĕл пулусене Калайкассинчи вăтам шкултан пуçларĕ.
Унпа пĕрле республикăри ытти ертÿçĕсем те килсе çитрĕç: РФ Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев, Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л. Черкесов, Чăваш Енри апат-çимĕç фончĕн ертÿçи А. Федотов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н. Угаслов тата ыттисем те.
Калайкассинчи вăтам шкулта кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулне спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унпа пĕрлех ачасене физкультура урокĕсене кĕме хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсен сăн-сăпачĕ те самаях илемленнĕ. Спортзал питĕ хăтлă.
Калайкасси шкулĕнче спорт ахаль те лайăх аталанса пырать, çитес вĕренÿ çулĕнче вара çитĕнÿсем тата ытларах пуласса шаннине палăртрĕç ертÿçĕсем.
- Ачасем çак ырлăха хаклама, туйма, хăтлăха упрама пĕллчĕр кăна ĕнтĕ, - палăртрĕ хăйĕн шухăшне шкулти физкультура вĕрентекенĕ В. Моисеев.
М. Игнатьев шкулти музейсемпе те паллашрĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Степанов тата шкул ачисен сăмахĕнчен çуллахи вăхăтра кунта этнолагерь ĕçлени пирки те пĕлчĕ. Каламалла, Муркаш районĕнче этнолагерьсем республикăра пĕрремĕш ĕçлеме тытăнчĕç. Ку хăйне май опыт пулчĕ.
Шкул умĕнчи илемлĕ фонтан та, шкул садĕнчи пан улмипе йăтăнса ларакан улмуççисем те М. Игнатьевăн тимлĕхĕсĕр юлмарĕç. Пуçлăхпа тĕл пулма килнĕ çынсем те хăйсен ыйтăвĕсем çине хуравсем илчĕç.
Маларах асăннă А. Степанов вĕрентекен Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиада çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ учительсем валли хавхалантару укçине палăртни, анчах та чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен çĕршыв шайне ачасене «кăларма» май çуккине шута илме сĕнчĕ. Çавăнпа та регионсем шайĕнчи хавхалантуру пирки сăмах хускатрĕ.
Рыккакасси ялĕ патĕнчи çул урлă каçма хăрушă пулнине палăртрĕç унта пурăнакнасем. Шкул ачисем те унтан кашни кун каçаççĕ. Федераци трасси урлă каçма, сăмахран, Москакассинчи пек каçăм тусассăн хăрушлăх та пулмĕччĕ, теççĕ.
Калайкасси шкулĕнче шкулчченхи ÿсĕмри ачасем валли ушкăн уçмалли пирки те ыйту пулчĕ кунта, ял хуçалăхĕнчи çăмăллăхсем пирки те, ялсем хушшинчи çул пирки те.
Кашни ыйту çине М. Игнатьев уçăмлă хурав пачĕ. Хăш-пĕр ыйтăва республика шайĕнче, теприсене район шайĕнче татса памаллине кура ĕçе мĕнрен тытăнмаллине те сĕнсе хăварчĕ.
Малалли пулать.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии