Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Черет – «Сывлăх центрне»

14:49 02 августа 2016 г.

Августăн 2-мĕшĕ, «Пĕрлехи информаци кунĕ» проект шайĕнче республикăри тĕрлĕ ертÿçĕ пирĕн район çыннисемпе тĕл пулнă кун, муркашсемшĕн сывлăха тĕрĕслеттермелли кун та пулса тăчĕ.

Муркашри район тĕп больницинче çынсене тĕрлĕ специальноçлă врачсем йышăнчĕç. Шупашкартан килнĕ ача-пăча гастероэнтерологĕ, неврологĕ ачасене тĕрĕслерĕç. Аслисен черечĕсем вара кардиолог, невролог тата ревматолог патне пулчĕç.

 «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче ирхи 9 сехетренпех «Сывлăх центрĕ» куçса çÿрекен комплекс вырнаçрĕ. Кунта Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ хула больницин специалисчĕсем тимлерĕç. Иртен пуçласа ĕç кунĕ вĕçленичченех кунта черет кĕскелмерĕ. Палăртнă тĕрĕслеве питĕ хăвăрт пурнăçланипе пурте кăмăллă пулни палăрчĕ.

Кунта юнри холестерин, глюкоза шайне, юн пусăмне, кĕлетке йывăрăшне тĕрĕслерĕç. Пирус туртакансенне вара вĕсем хăйсен ăшне мĕн чухлĕ сиенлĕ тĕтĕм пухнине те палăртрĕç. Организмра мышца массине, шыв мĕн чухлине тата ытти компонент шайлашулăхне те тĕпчерĕç. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе терапевт кашнинех кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.

- Кунта çак тĕрĕслеве пилĕк минутрах тухма пулать, больницăна каяс пулсан вара кун та ирет, - терĕç муркашсем медиксен ĕçĕпе кăмăллă пулса.

Тĕрĕслеве пынă Людмила Илларионова та акă хăйĕн кăтартăвĕсемшĕн пăшăрханмалли çуккине пĕлчĕ.

- Кунтан савăнса кăна каятăп, веçех йĕркеллĕ, - терĕ.

Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ больницăн поликлиники умĕнче вара çак кун куçса çÿрекен рентгенпа маммографин МАДИС цифрăллă комплексĕ ĕçлерĕ.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика