Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Муркаш райповĕ саламсем йышăнчĕ

09:30 30 июля 2016 г.

Муркаш райповĕ саламсем йышăнчĕ

 

 

"Çакăн пек уявсене хутшăнса эпир чăваш çыннисем мĕнле каннине, савăннине куратпăр, вĕсемпе пĕрле савăнатпăр. Вĕсем яланах тăрăшса ĕçленине пĕлетпĕр эпир. Паян ак Муркаш райповĕнче ĕçлекенсем еплерех савăнма, канма пĕлнине куртăмăр, вĕсемшĕн савăнтăм: муркашсем питĕ хастар", - терĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Муркаш райпо кунне хутшăннă май.

 

Чăнах та, Муркаш райпо ĕçченĕсен çакăн пек пысăк уяв йĕркелесе пĕрле савăнма, çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланма сăлтавĕ те пур. Юлашки çулсене райпо республикăра кăна мар, Раççейре те малти вырăнта.  Халăха тĕрлĕ услугăпа пахалăхлă тивĕçтерсе ĕçре çĕнĕлĕхсене алла илсе пырать.

 

Уявра, сăмахран, пурин те "Моргауши-Хлеб" пĕрлешĕвĕн продукцине тутанса пăхма май пулчĕ. Тутлă печени-пĕремĕк муркашсен вырăнтах туса кăлараççĕ.

 

Ытти хăш-пĕр районти райпосем те кунта хăйсен продукцийĕпе килнĕ. Элĕксем акă тĕрлĕ салатпа, варенипе сăйларĕç, Комсомольскисем - пылак шывпа....

 

Аслисем ытларах çак вырăнсенче пулчĕç пулсан ачасем пысăк пуканесенчен уйрăлма пĕлмерĕç - тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Паллах, вĕсене валли тĕрлĕ аттракцион та ĕçлерĕ.

 

Уява районăн пур кĕтесĕнчен те пухăннă - çын питĕ йышлă пулчĕ. Вĕсем пурте Шупашкартан килнĕ артистсен концертне курса хавхаланчĕç, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ ентешĕсемшĕн савăнчĕç. Уяв салючĕпе киленчĕç.

 

Муркаш райпо ĕçченĕсене çак кун саламлама ЧНК президенчĕпе Н. Угасловпа пĕрле республикăри нумай ертÿçĕ çитнĕччĕ: Чăваш Енрен сенатор В. Николаев, Чăвашпотребсоюз ертÿçи В.Павлов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л. Черкесов, Шупашкарта Муркаш ентешлĕхне ертсе пыракан А. Федотов. Район пуçлăхĕпе И. Николаевпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе С. Ермолаепа пĕрле вĕсем райпо ĕçне пысăка хурса хакларĕç, ăна чылай çул ертсе пыракан Б. Андреева тата ĕченсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума сĕнчĕç.

 

Н. Николаева.

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика