Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Николай Угаслов: Москакасси çамрăкĕсем маттур, халăхĕ ĕçчен

12:36 24 июля 2016 г.

 

 

Чăваш наци конгресĕн президенĕ Николай Угаслов Муркаш районĕнчи Москакассинче пулчĕ.

Кунта вăл Вадим Николаев сенаторпа, район администрацйĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата москакассисемпе пĕрле Çамрăксен кунне халалланă уява хутшанчĕ.

Уяв кăнтăрлах пуçланчĕ. Çамрăксем каçченех хăйсене спорт вăййисенче тĕрĕслерĕç: футболла, волейболла вылярĕç, кире пуканне й́ăтрĕç, хĕрсем тăршшĕне сикрĕс, яшсем – туртăнчĕç, канат туртакансем те пулчĕç.

Кунта ачасене те кичем пулмарĕ. Всем патне хăнана Батонпа Плюшка çитнĕ. Клоунсем ачасене темĕн тĕрлĕ вăйă-конкуса явăçтарчĕс, парнесемпе хавхалантарчĕç. Ачасем валли тĕрлĕ батут, карусель ĕçлерĕ. Лавккасем хайсен таварне сĕнчĕç. Пылак вата, шашлык… - пĕтĕмпех пулчĕ уявра.

Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов уява уçнă хыççă спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене дипломсемпе медальсем парса чысларĕ. Уява тĕрлĕ енлĕ пуян хатĕрлеме пулăшнă çынсене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов москакассисене республика тулашĕнчи чăвашсенчен салам çитерчĕ. Кунта пурăнакансем вара ĕçлеме те, савăнма та пĕлнине палăртрĕ. Уяв çапла çÿллĕ шайра кунта виççĕмĕш çул иртнине шута илсен, ку чăн та çапла.

- Москакасси çамрăкĕсем маттур, халăхĕ ĕçчен. Апла пулсан пĕрле савăнар, пĕрле ĕçлер, тытăннă ĕçсене пĕрле вĕçлер! - тесе чĕнсе каларĕ вăл.

Уявра лотерея билечĕсем выляттарчĕç, чи кĕçĕн ачана, чи çамăк çемьене те чысларĕç.

Москакассисем вара уявра чăваш эстрада юрăçисемпе, ял тăрăхĕнчи пултаруллă юрăçсемпе, «Калинка» ташă ушкăнĕпе пĕрле çĕрлечченех савăнчĕç. Çĕрлехи тÿпене салют çутатнă хыççăн çамрăксен ташă каçне диджейсем тăсрĕç.

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика