Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Казански уявне паллă турĕç

11:24 22 июля 2016 г.

 

Июлĕн 21-мĕшĕнче Тойкилтĕ салинче  Казански праçникне ирттерчĕç. Уяв пуçламăшĕнче Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.В.  Колесникова сăмах илчĕ. Çак кун уява хаваслăн ирттерме ăнăçу сунчĕ тата Хусанти Турă амăш кунĕ ячĕпе саламларĕ. Тойкилтĕсене саламлама район администрацин ял хуçалăх аталанăвĕпе экономика пайĕн ертÿçи О.В. Тимофеева та килсе çитрĕ. Вăл  хамăрăн йăла-йĕркесене ăса илсе тытса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех уявра Муркашри Владимирски Турă амăш  чиркĕвĕн настоятелĕ Фёдор атте те хутшăнчĕ. Вăл ял çыннисене уява илемлĕн ирттерме пурне те пил пачĕ.

Уява ватти-вĕтти таранах пухăннă. Тахçантанпах пĕр-пĕрне курман çынсем те,   Тойкилтĕ шкулĕнчен вĕренсе тухнисем те  пĕрле тĕл пулса савăнчĕç.

Уяв, паллах, юрă-кĕвĕсĕр иртмест. Тойкилтĕри культура çурчĕ çумĕнчи ачасен «Хаваслă кĕвĕсем», «Грация»  ушкăнсем хăйсен  ташши-юррисемпе уява илем кÿчĕç. Вĕсене Владимирпа Юлия  Железновсем йĕркелесе ертсе пычĕç. О.С.Петрова ертсе пыракан «Шăпăрлансем», «Каблучок» ташă ушкăнĕсем те хăйсен ташшисемпе куракансене тыткăнларĕç. Вĕсен пултарулăхĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Эстрада юррисемпе пурте хавхаланса ташларĕç.

Çамрăксем Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне  çĕнсе илессишĕн волейболла выляса тупăшрĕç. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех ачасем батут çинче  сикрĕç, каруççелпе те ярăнчĕç. Уява килнĕ халăх Муркаш райповĕн тата  предпринимательсен тулли сĕтелĕсем умĕнче хĕвĕшрĕ. Мĕн каçченех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ Тойкилтĕ салинче. Хаваслă та тулли кăмăлпа саланчĕ ял-йыш уявран.

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика