Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вырма ыйтăвĕсем - тĕп вырăнта

16:47 20 июля 2016 г.

 

Июлĕн 20-мĕшĕнчи Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитарлă хысна предприятийĕн директорĕ Александр Федотов район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕпе Александр Красновпа пĕрле Оринин ял тăрăхĕнче пулчĕ. Оринин ял тăрăхĕн администрацийĕнче, «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнче, механизациленĕ йĕтем çинче, кунти «Золушка» ача садĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусене Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Бардасов хутшăнчĕ.

Информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусем пирки калас пулсан, вĕсем чăннипех те анлă. Кунпа пĕрлех пурте паянхи куншăн пĕлтерĕшлисем, хальхи вăхăтпа тачă çыхăннăскерсем. Вĕсем пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ тĕл пулусенче. Уйрăмах ял çыннисенчен ытларахăшĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнне тĕрĕс ăнланни савăнтарать. Анчах та хăшĕсен шухăшĕпе вара çакă ял çыннисенчен налук ытларах илме пуçăнассипе çыхăннă. Кун пеккисене вара çырав ирттерекенсен тĕплĕн ăнлантарма тивет.

Оринин ял тăрăхĕпе илес пулсан та, кунти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та лару-тăру пĕтĕмĕшле япăх шайра мар. Çак вăхăта çынсем вилессин шайĕ çуралакансенчен ытларах пулин те, ачасем çураласси ÿссе пырать. Çамрăк çемьесем йышланаççĕ, ача çураласси те чакмасть. Чылайăшĕ çĕнĕ çурт-йĕр çавăрать. Ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ курăмлă. Вырăнĕ те кунта япăх темелле мар. Республика тĕп хулине те инçе мар, район центрĕ те çывăхрах. Çитменнине «Сеспель» предприяти Оринин ял тăрăхĕн территорийĕнче 10 гектара яхăн лаптăк çинче танк-контейнерсем туса кăлармалли çĕнĕ производство цехне çĕклеме хатĕрленет. Ку вара хушма ĕç вырăнĕсем пулассипе çыхăннă.

Çавна та каласа хăварасшăн. Александр Федотов пирĕн Муркаш районне пĕрремĕш хут кăна килсе çÿремест. Пĕрлехи информаци кунне те вĕçĕмех Муркаш тăрăхне килет. Вăлах муркашсен республика тĕп хулинчи ентешлĕхне те пĕрремĕш çул мар ăнăçлă ертсе пырать. Çавна май ăна районта пурăнакансенчен ытларахăшĕ аван пĕлет.

Пĕлмесĕр. Александр Иванович - Муркаш тăрăхĕнчен. Хăй вăхăтĕнче чылай хушă «Дружба» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă. Çавăнпа та ял çыннин, çĕр ĕçченĕн кулленхи ыйтăвĕсем уншăн ют мар. Хальхи вăхăтра республикăн «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитарлă хысна предприятине ертсе пынă май вара ун патне те уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен ыйтусем пурах. Уйрăмах тата халĕ, уй-хирте вырма ĕçĕсем пуçланнă чухне. «Оринино» хуçалăхри йĕтем çинче хуçалăх ертÿçипе Юрий Шишокинпа, кунта çĕнĕ тырă йышăнма хатĕрленекенсемпе тĕл пулнă чухне те çаплах пулчĕ.

Юрий Николаевич каласа панă тăрăх, хуçалăхри «Енисей» комбайна хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Çапах та унчченхи çулсенчи пекех тырпул пухса кĕртме ытти çĕртен те «хир карапĕсене» явăçтарма палăртаççĕ. Вырса çапнăшăн вара 20 процент шучĕпе тырăпа тÿлеççĕ. Пухса кĕртмелли кĕрхи культурăсем шутĕнче ыраш 131 гектар тата кĕрхи тулă 239 гектар. Çурхи тулă 114 гектар тата урпа 185 гектар йышăнаççĕ. Сортировкăсем те пур, складсем те çитеççĕ. Кирлех пулсан, иртнĕ çулхи пекех, тырă типĕтмелли сушилкăна та ĕçлеттерме шутлаççĕ.

Ыраш акса тăвасси пирки уйрăм калаçу пулчĕ темелле. Калăпăр, районти пĕр хуçалăхра та çак вăхăта ыраш акмаççĕ. Орининсен вара вăл 130 ытла гектар лаптăк çинче. Кĕрхи тулăпа танлаштарас пулсан, пĕр енчен тухăçĕ пĕчĕкрех (апла пулин те вăл пĕлтĕр пĕр гектар пуçне 31 центнер таран тухăç пама пултарнă), тепĕр енчен ăна вырнаçтарма йывăртарах, хакĕ те тулăннинчен пĕчĕкрех. Хуçалăх ертÿçи каласа панă тăрăх, специалистсем те ыраша акма пăрахасшăн.

Апла пулин те, Александр Федотов çирĕплетсех çапла каларĕ: «Ыраша вырнаçтарассипе сирĕн кăçал ыйту пулмĕ. Эпир ăна юрăхлă хакпа пĕтĕмпех туянма хатĕр. Хальхи вăхăтра вара ыраш акса тăвасси çине ытти çĕрте те урăхларах пăхма тытăнни сисĕнет, ăна туянас текенсем çук мар. Кунсăр пуçне тата çавна та манма юрамасть: ыраш вăл - «уй-хир санитарĕ» вĕт-ха. Ыраш акса тума пăрахатпăр пулсан, пусă çаврăнăшĕ, таса хирсем пирки калаçни те - пуш сăмах кăна», - терĕ вăл хуçалăх ĕçченĕсене черетлĕ вырма ĕçĕсенче ăнăçу сунса.

Информаци ушкăнĕ Орининти «Золушка» ача садĕнче те пулса курчĕ. Хăтлă, таса, илемлĕ - урăхла сăмах çук. «Хулари чи чаплă ача сачĕсенчен пĕр нимĕн те кая мар», - хак пачĕ кунти тирпейлĕхе курсан Александр Иванович. Ача сачĕн заведующийĕ Нелли Иванова çине тăмасăрах пулман ĕнтĕ кун пек йĕркелĕх. Сăмах май, Нелли Валерьяновна ача садĕнче 30 çул ытла тимлет. Чылай ĕçсене кунта такам килсе туса парасса шанмаççĕ, хăйсен вăйĕпех пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ача садĕнче пуш вырăн çук, ясли ушкăнĕнче вырăнсем çитмеççĕ те.

Кулленхи татса памалли ыйтусем паян орининсен те çителĕклипех. Анчах ку тăрăхра ыранхи куна пăхакан мал ĕмĕтлĕ маттур çынсем пурăнаççĕ. Ыйтусене те вĕсем ытларах пĕрлехи вăйпа татса пама тăрăшаççĕ. Çапла пĕтĕмлетÿ тума пулать Оринин ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсене пулса курнă май.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика