Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паян районта Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А. Иванов, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ М. Резников пулчĕç

17:39 12 июля 2016 г.

 

 Паян районта Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А. Иванов, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ М. Резников пулчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ултă уйăхри итогĕсемпе паллаштарчĕ. Районта паян акă ултă ялта çул тăваççĕ. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 24 млн тенке яхăн уйăрнă.

Унтан вĕсем Турай тăрăхĕнче пулчĕç. Ял çыннисемпе тĕл пулнă май çул тăвас ыйтусене тишкерчĕç. Кунта паян ял çыннисем Питрав кунне уявларĕç.

Ял çыннисене саламласа Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ М. Резников республикăра строительство, çул-йĕр тăвас ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А. Иванов уявпа саламласа Турай тăрăхĕнче ĕçчен çынсем пурăннине палăртрĕ. Суворов ячĕллĕ хуçалăх районта кăна мар, республикăра та малтисен йышĕнче. Министр малашне те турайсем лайăххисен йышĕнче пуласса шаннине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район малалла аталанса пынине каларĕ. Ял çыннисене уявпа саламласа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн тав турĕ.

Унтан вĕсем Муркаш - Турай - «Сура» çул çинче пулчĕç, ăна малалла юсассине сÿтсе яврĕç.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика