11:42 11 июля 2016 г.
Июнĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче электроэнергипе усă курассипе чи лайăх ĕçлекенсене пухнă. Унта çав кун савăнăçлă лару-тăрура 2015 çул итогĕсемпе федерацин "Надежный партнер" акцийĕн лауреачĕсене чысланă. Вĕсем хушшинче - Муркашри "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципалитет унитарлă предприятийĕн директорĕ Сергей Тимофеев та.
Энергипе тивĕçтерекен "РусГидро" компани ку акцие РФ Федераци Канашĕн экономика политикин комитечĕ, РФ Энергетика министерстви, Экономика аталанăвĕн министерстви, "Совет рынка" НП ассоциаци пулăшнипе виççĕмĕш хут ирттернĕ. Унăн ĕçне хутшăнакансем отрасльти тÿлев парăмĕсен проблемисене сÿтсе явнă. Вĕсем вара энергорессурсемпе тивĕçтерекенсемпе вĕсемпе усă куракансем хушшинчи партнерла хутшăнусене çирĕплетсе пырассипе те çыхăннă.
- Потребительсен дебитор парăмĕн проблеми пирĕншĕн илтмен-туман япала мар. Коммуналлă услугăсемшĕн вăхăтра тÿлеме тăрăшманнисем пирĕн патра та пур. Вĕсенчен парăмсене вăхăтра татма ыйтатпăр пулсан, пирĕн совеç те вĕсем умĕнче таса пулмалла. Çавна май хамăр çине илнĕ обязательствăсене чыслăн пурнăçлама тăрăшатпăр, - каласа парать акци лауреачĕн - Муркашри "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕ Сергей Тимофеев.
Федерацин "Надежный партнер" акцин регион тапхăрĕсем Раççей Федерацийĕн 30 ытла субъектĕнче иртнĕ. Пирĕн республикăра ăна Чăваш Республикинчи энергипе тивĕçтерекен компани Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. "Лучший потребитель" ята республикăри 5 предприятипе организаци тивĕçнĕ. Кусем вĕсем Муркашри "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсĕр пуçне "Строительная фирма "Комплекс" ООО, Канаш хулинчи "УК ЖКХ" МП, республика Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин "Атратский ПНИ" БУ, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии