11:11 11 июля 2016 г.
Паян ялта пурăнакан кашни çыннах пырса тивекен ыйту вăл - Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ. Çĕршыв шайĕнчи çак мероприяти вăй илнĕренпе пĕр эрне хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăкран вăл çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Мĕнле йышăнать-ха ăна халăх; Çыравçăсене алăк питĕрсе кĕтсе илекенсем çук-и; Çыравçă ыйтăвĕсене хуравланă чух ялта пурăнаканăн шиклĕх туйăмĕ палăрмасть-и;
Килти хушма хуçалăхра мĕн чухлĕ çĕрпе усă курнине, миçе пуç выльăх тытнине, садри улмуççисен шутне пĕлме ирттерекен çырава халăхра налук хушса тÿлеттермешкĕн уçăмлатни тесе хакланине илтме пулать. Ку суя шухăшлав. Асăннă тапхăрти çырав Раççей Федерацийĕнче пурăнакан кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ. Ăна туллин ирттерессипе паян районта 6 инструктор участокĕ тата 35 çыравçă вăй хураççĕ.
Çырав кăтартăвĕсене кашни кун пĕтĕмлетеççĕ. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне çыравçăсем 2993 çыннăн килти хушма хуçалăхĕсене çитсе çырав ирттернĕ. Ку вăл пĕтĕмĕшле планăн 19 проценчĕ пулать. Ĕçсем пур çĕрте те кал-кал пыраççĕ.
"Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне çĕршыври ял хуçалăх ресурсĕсене палăртассипе ирттереççĕ. Унăн кăтартăвĕсем аграри политикин никĕсне йĕркелеме пулăшĕç, ялсенчи социаллă-экономика улшăнăвĕсене малалла аталантармалли ĕç хатĕрĕ пулса тăрĕç, ял çыннин пурнăç шайне ÿстерме ăнăçлă ĕçсем туса ирттерме çул уçĕç", - тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Ял çыннин ырлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çыравра ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен кашни ушкăнĕ валли ыйтăмăн уйрăм хутне хатĕрленĕ. Ялта пурăнакансем çырава яваплăха туйса, пуçаруллă хутшăнаççĕ. Çакăн пирки мана 2-мĕш инструктор участокĕнчи çыравçă Альбина Иванова каласа пачĕ.
- Çырава пĕрремĕш хут хутшăнатăп та йывăрлăхĕсем те пур. Анчах çынсем ăнланни, пире ырă кăмăлпа кĕтсе илни, май çитнĕ чухлĕ пулăшма тăрăшни йывăрлăхсене иккĕмĕш вырăна хăвараççĕ. Планшетпа ĕçлени те, унăн программи ансат пулни те çырав ирттерессине ансатлатаççĕ çеç, - ăнлантарать черетлĕ ĕç кунне хатĕрленнĕ Альбина Витальевна.
Пĕлĕш çыравçăн асăннă тапхăрта Çатракассинчи, Çутуйĕнчи, Çĕньял Хуракассинчи, Йÿтĕркассинчи, Ятманти, Çĕньял Очăкассинчи 450 килти хушма хуçалăха, 4 хресчен (фермер) хуçалăхне, 2 индивидуаллă предприниматель патне кĕрсе тухмалла, вĕсенчи лару-тăрăва çырава туллин кĕртмелле. Хăш-пĕр хуçалăхсене 2 - 3 хут та кĕме тивнĕрен А. Иванова утă уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне 86 (19 процент) килти хушма хуçалăх тĕлĕшпе çырав ĕçне пурнăçланă.
Черет çитсен ытти хуçалăхсенче те çырав ĕçне тĕрĕс ăнланса пулăшасса шанать Альбина Витальевна.
Çырав малалла пырать. Вăл ялти лару-тăрăва тĕрĕс кăтартасса, ăна тĕрĕс пĕлни вара Раççей Федерацине вăйлатма пулăшасса шанатпăр.
А. БЕЛОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии