Пирĕн уйрăмра «Филологи» (Чăваш чĕлхипе литератури) пĕлĕвне алла илме пулать. Студентсем очно (4 çул), очно-заочно (4 çул), заочно (5 çул) вĕренеççĕ. Училище е техникум пĕтернисем 3 çул хушшинче алла диплом илеççĕ. Очно майпа вĕренекенсем валли бюджет вырăнĕсем пур. Очно-заочно вĕренекенсен – 26 800 тенкĕ, заочно (5 çул) вĕренекенсен – 20 500 тенкĕ, заочно (3 çул) вĕренекенсен – 24 000 тенкĕ тÿлемелле.
Вĕренме кĕме çак экзаменсене тытмалла: вырăс чĕлхи (ЕГЭ), литература (ЕГЭ), обществознани (ЕГЭ), чăваш чĕлхипе литератури (сочинени – вырăнти экзамен). Училище е техникум пĕтернисем пур предметпа та кĕске собеседовани витĕр тухаççĕ.
Аслă пĕлÿллĕ çынсем ятарлă курс вĕренсе пĕтерсе иккĕмĕш диплом илме пултараççĕ. «Культурологи» тата «Вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисене шкулта вĕрентесси» курссем ĕçлеççĕ. Вĕренÿ октябрь уйăхĕнчен тытăнать. Хакĕ – 16 000 тенкĕ.
Филологи дипломне алла илнĕ студентсем администраци структуринче, хаçат-журнал редакцийĕсенче, телевиденипе радиора, кĕнеке издательствинче, музейсемпе турагенствăсенче, культура çурчĕсенче, библиотекăсенче, архивсенче, шкулта тата ытти çĕрте ĕçлеме пултараççĕ.
Васкăр! Очно, очно-заочно майпа вĕренме кĕме заявленисене
июль уйăхĕн 12-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Çыхăнмалли мелсем:
Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, йышăну комиссийĕ.
8 937 393 97 83 – Иванова Алена Михайловна, декан.
8 927 993 74 78 – Софронова Ирина Владимировна, факультетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕн çумĕ.
Электронлă адрес: muxtar2@yandex.ru
Моргаушский район Чувашской Республики