Хисеплĕ почта ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе – Раççей почтин кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Паян пурнăçа çĕнĕрен те çĕнĕ технологи кĕрсе пырать пулин те, почтальон - малтанхи пекех кашни килтех кĕтнĕ хăна. Эсир районта пурăнакансене тĕрлĕрен хаçат-журнал çырăнтаратăр, вĕсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăратăр. Çапла майпа районта, республикăра, Раççейре, тĕнчере пулса иртекен хыпарсене вулакансем патне çитеретĕр. Çавăн пекех эсир илсе пыракан çывăх çынсемпе тăвансен саламĕсене, çырăвĕсене, парнисене те кашни килтех хавас.
Пурнăç улшăннăçемĕн эсир паракан пулăшусен шучĕ те ÿссех пырать: эсир пенси укçине вăхăтра паратăр, коммуналлă тÿлевсене те йышăнатăр. Интернет çыхăнăвĕпе, ытти тĕрлĕрен тÿлевлĕ пулăшусемпе тивĕçтеретĕр çынсене.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче эсир тăвакан ĕç питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Çемйĕрсенче килĕшÿпе юрату, тулăх пурнăç пултăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕн
тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.К. Ананьев
Моргаушский район Чувашской Республики