Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем семьи, любви и верности

15:58 05 июля 2016 г.

 

Хисеплĕ ентешсем!

Сире пурне те Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Пирĕн çĕршывра çак уява паллă тума пуçлани хăех  çемье кашнин пурнăçĕнче мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса парать. Çемьесене пулăшас тĕллевпе  патшалăх шайĕнче те нумай ĕç туса ирттереççĕ: ача пособийĕсен, ача амăшĕн капиталĕн  виçи хăпарсах пырать, çемьесене çурт-йĕрлĕ пулма  пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсем пурнăçа кĕреççĕ, вĕсене çурт лартма тÿлевсĕр çĕр параççĕ.

Çемье телейĕ вара пирĕнтен хамăртан килет. Юратнипе пĕрлех пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма, каçарма та пĕлмелле пирĕн. Çемьене упрама пĕлмелле. Чун ăшши те, чăтăмлăх та çиттĕр сирĕн çакна валли. Шанăçпа шанчăк, ĕненÿ те пĕрре те ан  иксĕлтĕрччĕ чунăрсенче.

Туслă çемьере вара ачасем те чăн-чăн çын пулса ÿсеççĕ: тĕрĕс воспитани илеççĕ, пур енлĕн аталанса ÿсеççĕ, ырă ĕçсем тума вĕренеççĕ. Вĕсем пурнăçра та хăйсене çирĕп туяççĕ. Çавăнпа та  ашшĕ-амăшĕн çемье туслă, тăван кил чун туртнă вырăн пултăр тесе тăрăшмалла. Пирĕн, аслисен, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Пире курса, вĕсем те  ырă чунлă пулччăр, пĕр-пĕрне шанччăр, пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те  çăмăлраххине курса çитĕнччĕр.

 Çак уява халалланă Петрпа Феврония Муромскисем пек ĕмĕр тăршшĕпех  телейлĕ пулмалла пултăрччĕ. Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунатпăр. Чĕрери юрату пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса пытăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                                               И.В Николаев

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                             Р.Н. Тимофеев

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика