Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе -Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин ГАИ (ГИБДД) кунĕпе тата çак служба йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир питĕ пархатарлă ĕç тăватăр: çул çинчи хăрушсăрлăха сыхлатăр. Çула тухнă водительсене ытти çынсен пурнăçĕ мĕнле килесси вĕсем йĕркене пăхăннинчен нумай килни, вĕсем пассажирсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те питĕ яваплă пулса тăни çинчен аса илтеретĕр, асăрхаттаратăр. Саккуна пăхăнман водительсене тупса палăртса вĕсене руль умне ларма чаратăр. Çапла майпа вуншар-çĕршер çынна инкеке лекесрен сыхлатăр. Тавах сире çакăншăн.
Çил-тăман-и, куç курми тăман алхасать-и, ĕç кунĕ-и е канмалли кунсем – эсир яланах службăра. Çăмăл ĕç мар вăл - çул-çинчи, обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, вĕсен Конституципе панă прависене хÿтĕлесси. Эсир хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăран тата ытти тĕрлĕ преступленисене те сирсе яма, тунă преступленисене уçса пама пулăшатăр.
Эсир малалла та нимĕнле хăрушлăха пăхмасăр çирĕп чунлă, хастар та хăюллă пуласса, районти, çул çинчи лăпкăлăха сыхласса шанса тăратпăр.
Водительсен çулĕ такăр та уçă пултăр. Сирĕн те пурнăç çулĕ уçăлсах пытăр. Ĕçлес кăмăл пĕрре те ан иксĕлтĕр. Килте вара сире яланах ăнланччăр, юратчăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики