Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем кооперации

14:15 01 июля 2016 г.

 

Хисеплĕ кооператорсем, пайщиксем тата суту-илÿ ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир кунсерен халăхшăн, унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тимлетĕр. Вĕсене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтеретĕр,  килти ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарма пулăшатăр, ытти нумай пулăшусем паратăр.  Çапла вара халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшатăр.  Йывăрлăхсене пăхмасăр, ура çинче çирĕп тăратăр: суту-илÿ, обществăлла апатлану  предприятийĕсене тĕплĕн юсама, çĕнĕ обьектсене хута яма, вĕсенче паянхи кун ыйтакан çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарма майсем тупатăр.

 Эсир паракан пулăшусен шучĕ те, пахалăхĕ те ÿссех, суту-илÿ культури хăпарсах  пырать. Çакă хăех эсир хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланине кăтартса парать. Эсир çулсеренех Центросоюзăн Пĕтĕм Раççейри тата Чăвашпотребсоюзăн республикăри ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнни района чыс кÿрет  Тавах сире районăн экономика аталанăвĕшĕн,  социаллă пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнăшăн. Эсир малашне те ÿсĕм çулĕпе утасса, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвасса шанас килет. Тупăшĕ ÿссех, тăкакĕ чаксах пытăр сирĕн.

Сывлăхăр яланах çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ  пултăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика