Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика кунне уявлатпăр

17:40 23 июня 2016 г.

 

Республика кунне уявланă май июнь 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Раççей регионĕсем - аталанăвăн çĕнĕ вырăнĕсем» IXэкономика форумĕ ĕçлерĕ. Форума хутшăнакансене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Форума район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем те активлă хутшăнчĕç. Çав кунах «Руç ăстисем» декораципе прикладной искусство ăстисен ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри XIVконкурсĕ тата Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXIVфестивалĕ иртрĕç.

Июнĕн 23-мĕшĕнчех «Контур» предприятире регионсем хушшинчи «Регионсем - килĕштерсе юçлессин чикки çук» XXIIIвыставка ĕçлеме пуçларĕ. Выставкăна савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ, унта хутшăнма кăмăл тунисене тата курма пухăннисене тав турĕ, Республика кунĕпе саламларĕ.

Салам сăмахĕсене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев каларĕ, Раççей чăннипех те хăйĕн регионĕсемпе хăватлă пулнине палăртрĕ.

Хыççăн выставкăна хутшăнакансем унти предприятисемпе организацисен экспоначĕсемпе интересленсе паллашрĕç. Сăмах май, выставкăна пирĕн районти акционерсен «Сеспель» хупă обществи тата акционерсен «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă обществи те хутшăнаççĕ. Выставкăн пĕрремĕш кунĕнчех вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, унти экспонатсемпе паллашакансем те йышлă пулчĕç.

В.Шапошников.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика