09:55 23 июня 2016 г.
Республика кунне уявланă май Шупашкарта июнĕн 23-мĕшĕнче "Раççей регионĕсем - аталанăвăн çĕнĕ вырăнĕсем" IX экономика форумĕ иртет. Пĕтĕмĕшле вара уявпа çыхăннă тĕрлĕрен мероприяти июнĕн 21-мĕшĕнчех пуçланчĕ ĕнтĕ.
Майăн 23-мĕшĕнче "Руç ăстисем" декораципе прикладной искусство ăстисен ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри XIV конкурсĕ пулать. Ăна Чăваш наци музейĕн картишĕнче йĕркелеççĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" XXIV фестивалĕпе çав кунах Шупашкарăн Хĕрлĕ лапамĕнче паллашма май пулĕ.
Уяв мероприятийĕсене пирĕн район делегацийĕ те активлă хутшăнма палăртать.
Июнĕн 23-мĕшĕнче "Раççей регионĕсем - аталанăвăн çĕнĕ вырăнĕсем" IX экономика форумне хутшăнакансен ĕçлĕ тĕл пулăвĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулать. Унта район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн председателĕ Владислав Семенов хутшăнаççĕ.
Хыççăн форума хутшăнакансем регионсем хушшинчи "Регионсем - килĕштерсе ĕçлессин чикки çук" XXIII выставка ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Выставкăра пирĕн районти "Сеспель" предприятин тата "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин экспоначĕсемпе те паллашма май пулĕ.
Чăваш наци библиотекинче энергипе тивĕçтермелли электротехника оборудованийĕпе усă курассин ыйтăвĕсемпе çавра сĕтел иртет. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин хутшăнать. Кунтах çав кун Ростислав Тимофеев Раççей промышленникĕсемпе предпринимателĕсен союзĕн Атăлçи федераци округĕнчи координаци канашĕн ларăвне, Игорь Николаев конкурентлă продукци туса кăларассипе йĕркелекен конференцие хутшăнаççĕ.
Шкул столовăйĕсене хальхи оборудованипе тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе "Чувашторгтехника" ОАО-ра ирттерекен семинар-канашлăва район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, пĕчĕк бизнеса финанс тĕлĕшĕнчен пулăшассин ыйтăвĕсемпе Чăваш наци библиотекинче ирттерекен конференцие район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева хутшăнма палăртаççĕ.
Чăваш наци библиотекинчех чăх-чĕп ĕрчетессин ыйтăвĕсемпе çавра сĕтел пулать. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципалитет пурлăх пайĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисем хутшăнаççĕ.
"Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн пуçлăхĕ Сергей Тимофеев Чăваш наци библиотекинче иртекен çавра сĕтелте пулать. Унта Ази тата Европа партнерĕсемпе çыхăнса ĕçлессинчи ыйтусене тишкереççĕ.
Правительство çуртĕнче иртекен семинар-канашлура продукци сутăн илессипе çыхăннă законодательствăна тишкерĕç. Семинара район администрацийĕн продукци сутăн илессин секторĕн заведующийĕ Андрей Степанов хутшăнать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Тарасова социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе иртекен семинар-канашлăва хутшăнать. Канашлу Чăваш наци библиотекинче пулать.
Чăваш наци библиотекинчех çав кун алкоголь продукцийĕн рынокне йĕркелессипе çавра сĕтел тата управлени ыйтăвĕсемпе конференци пулмалла. Асăннă мероприятисене район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Ольга Тимофеева тата район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Александр Краснов хутшăнма палăртаççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии